Вĕренÿ организацийĕсене çĕнетме, унта кашни вĕренекене пур енлĕн аталанма пулăшакан ятарлă экотытăм йĕркелеме, пĕлÿ çурчĕсене хальхи технологисемпе тата ытти хатĕрпе тивĕçтерессишĕн тăрăшатпăр. Шкулсенче вĕренÿ ĕçĕ пахалăхлă та юрăхлă пулмаллине тăтăшах палăртатпăр. Ку енĕпе пире «Единая Россия» халăх программи тата «Вĕрентÿ» наци проекчĕ пур енĕпе те пулăшса та хавхалантарса пыраççĕ.

Юлашки пилĕк çул хушшинче республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисенче «Единая Россия» парти проекчĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ «Çĕнĕ шкул» программăпа килĕшÿллĕн 220 шкул автобусĕпе тивĕçтернĕ. Çав шутра пирĕн района та.

Пĕтĕмĕшле илсен пирĕн районта 15 шкул автобусĕ, çав шутра 2019 çулта Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тата Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсене пĕрер автобуспа, Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула 2 автобуспа тивĕçтернĕ. 2020 çулта Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлу паракан тĕп шкула тата Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула пĕрер автобус панă. 2021 çулта Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула 1 автобуспа тивĕçтернĕ. 2022 çулта Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул валли тесе 1 автобус заявка панă. Шкул автобусĕсене ГЛОНАСС спутник навигацийĕпе тата ытти системăсемпе тивĕçтернĕ.

Палăртса хăваратпăр, вĕри апатпа районти мĕн­пур шкулсене туллин тивĕçтернĕ. Чылай шкулсенче вĕри апата ачасене валли апат пĕçерекенсем хăйсемех хатĕрлеççĕ. Условисем пурин те лайăх, йывăрлăхсем пачах та çук тесен те йăнăшах мар пулĕ тетĕп. Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти тата Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕш­ле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче апатланăва районти «Общепит» тулли мар яваплă обществăпа çыхăнса йĕркеленĕ.

Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕ вĕ­рентÿ учрежденийĕсенчи лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслевре тытать. Вĕри апат хатĕрлемелли таварсен пахалăхне тĕрĕслесех пырать.

Н.ИВАНОВА, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕн заместителĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика