Ытарайми аннемĕрсем, хисеплĕ хĕрарăмсем!
Сире Амăшĕн кунĕ ячĕпе чунтан саламлатпăр.
Анне – пирĕн пурнăçри пĕрремĕш сăмах, вăл яланах ырăлăх, юрату, çепĕçлĕх пĕлтерĕшĕсемпе тачă çыхăннă. Çавăнпа та çак кун пирĕншĕн кашнийĕншĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ.
Аннен ырă кăмăлĕнчен, тимлĕхĕнчен, ăса вĕрентсе каланă сăмахĕнчен хакли, пĕлтерĕшли пурнăçра нимĕн те çук. Анне – пирĕн пурнăç тĕрекĕ. Вăл пире кирек мĕнле çанталăкра та хăйĕн юратăвĕпе, ырă кăмăлĕпе ăшăтать, хуйхă-суйхăпа савăнăçа пирĕнпе пĕрле пайлать.
Çак пысăк уяв кунĕнче аннемĕрсене çĕр çинчи пĕтĕм ырă та ăшă сăмахсене халаллатпăр, çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей, юрату сунатпăр сире!
