Район территорийĕнче ялсем хăйсен ял уявĕсене уявласси йăлана кĕрсе пырать. Акă, нумаях пулмасть çакăн пек уяв Хуруй ялĕнче иртрĕ. Çанталăкĕ лайăх пулчĕ, халăхĕ те уява чылайăн пухăннă.

Ял уявне Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Юрьевич Яковлев уçрĕ. Района ертсе пыракан явап­лă çынсем тата Энĕшпуç ял тăрăхĕшĕн чуна парса ĕçлекенсем те килсе çитнĕ ял праçникне. Вăрмар ра­йон администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – райадминистраци ĕçĕсен управленийĕн управляющийĕ В.Александров, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Л. Николаев. Вĕсем пурте уява пуçтарăннă халăха, килнĕ хăнасене саламласа ăнăçу сунчĕç. Ĕлĕк­хи йăла-йĕркене тытса пынăшăн тав сăмахĕсем каларĕç.

Ялта пурăнакан чи активлă хастарсене чĕререн тав туса Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕç. Район центрĕнчен чылай аякра вырнаçнă ялта — Хуруйĕнче - вырăнта пурăнакансем тирпей-илем кĕртмесен айккинчен никам та килсе туса памасть. Çавăнпа та хуруйсем ку енĕпе хастар, ялшăн кашниех тăрăшать. Хамăр ялта çуралса ÿснĕ, ялшăн нумай тăрăшакан Владимир Васильевич Александрова, Николай Афанасьевич Афанасьева, Екатерина Ивановна Лукинана Хуруй ялĕн хисеплĕ çынни пулни çинчен пĕлтерсе хулпуççи урлă хăю çакрĕç, çавăн пекех удостоверени парса чысларĕç. Çакăн пек хисеплĕ çынсене ÿстернĕ Хуруй ялĕнчи çĕр-аннемĕрĕн кăкăрĕ. Эпир вĕсемпе чăннипех те мăнаçланатпăр. Пулас ăру çамрăкĕсем те вĕсенчен тĕслĕх илсе çитĕнессе чунтанах шанатпăр. Çын мĕн ватăличченех пурăнни илемлĕ те сумлă. Çапла пулмасăр, çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илсе пурăнаççĕ-çке-ха. Вĕсем пулмасан кам-ха йĕркене тытса тăрĕ, çамрăксене тивĕçлĕ воспитани илме пулăшĕ. Çавăнпа та уявра ялти ятлă-сумлă ватăсене хисеп туса пĕчĕк парнесемпе чысларĕç. Хăшĕсен çак вăхăтра савăннипе, тен, куççулĕ те тухрĕ пулĕ. Уява пуçтарăннă халăхпа килнĕ хăнасем вĕсем чăннипех те тав сăмахне тивĕçлине палăртса тăвăллăн алă çупрĕç. Уява малалла тăсаканĕ савăнăçлă концерт пулчĕ. Ăна Энĕшпуç ялĕнчи юрă-ташă ушкăнĕ йĕркеленĕ.

Мĕнле уяв-ха вăл какай шÿрписĕр? Унăн техĕмлĕ шăрши таврана саланнă. Ушкăнпа ларса тутанса пă­хни кăмăла çĕклет, савăнăç парнелет. Çапла савăнчĕç район центрĕнчен аякра вырнаçнă Хуруй ялĕн çыннисем. Кĕтÿ кĕртсе каç пулсан халăх ташă каçĕнче савăнчĕ. Уяв савăнăçĕ ял çийĕн чылайччен саланчĕ.

Е.АЛЕКСАНДРОВА, ялти библиотекарь.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика