«Ялта пурăнакан граждансене пахалăхлă таварсемпе тата пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтересси, çав шутра «Раççей Почти» инфраструктурипе усă курса та», - çапла палăртнă «Единая Россия» политика партийĕн халăх программинче.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2022-2025 çулсенче ялти 25 пин ытла почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсене модернизацилеме хушнă.
Чăваш Енре 2022 çулта партин «Раççейри ял» проекчĕ шайĕнче 8 ялта почта уйрăмĕсене çĕнетеççĕ. 2023 çулта республикăра ялсенчи 140 ытла почта уйрăмне модернизацилеме палăртнă.
«Раççей Почтин» ялти уйрăмĕсем çынсен пурнăçĕнче уйрăмах пысăк вырăн йышăнаççĕ, çавăнпа та вĕсене аталантармалла, çĕнĕрен те çĕнĕ сервиссемпе тата функцисемпе пуянлатмалла.
Пирĕн районти почтамт Вăрмар тата Куславкка районĕсемпе Куславкка хулине пĕрлештерсе тăрать. Хальхи вăхăтра почта çыхăнăвĕнче пĕтĕмпе 26 уйрăм - çав шутра Вăрмар районĕнче — 15, Куславкка районĕнче — 11. Вăрмарти почтамтăн планĕсем анлă та тĕллевлĕ. Акă, тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра Куславкка районĕнчи Тĕрлемесре мобильлĕ почта уйрăмне юсаса пĕтернĕ. Унта халăх валли аптека пункчĕ тата нумай функциллĕ центр /МФЦ/ пулмалла. Çывăх вăхăтра ăна ĕçлеттерсе яма палăртаççĕ. Кун пек çыхăну уйрăмĕсем çитес çулта пирĕн районти Шăхаль, Кĕтеснер тата Кивĕ Вăрмар ялĕсенче те пулмалла. Çавăн пекех Вăрмарпа Куславкка районĕсенче пĕтĕм­пе 12 çыхăну уйрăмĕнче юсав ĕçĕсем тума палăртнă.
И.НИКОЛАЕВА, Вăрмарти почтамт начальникĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика