KovaliЮлашки вăхăтра пирĕн çĕршывăн культурăллă пурнăçĕнче унăн историйĕпе, наци культурипе, манăçнă йăласемпе ăс-хакăл культурин пуçламăшĕсемпе, фольклорпа, халăх ремеслисемпе ытларах кăсăкланма пуçланă. Паянхи кун информаци технологийĕсем вăйлă аталаннă. Анчах та çитĕннисем те, ачасем те наци, халăх йăли-йĕркине, культурине пĕлсех çитереймеççĕ. Çавăнпа Раççей Президенчĕ В.Путин 2022 çула Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕ пулмалли çинчен йышăнни питех те вырăнлă. Çĕршыври тĕрлĕ регионти халăхăн оригиналлă культурине çĕнетесси, тĕнпе наци хаклăхне хисеплессине йĕркелесси пирĕн нумай нациллĕ патшалăхра тăнăçлăхпа килĕшÿ никĕсĕ пулĕç. Ку енĕпе паян нумайăшĕ ĕçлеççĕ. Манăн вара Кавал ялĕнче пурăнакансем çак енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа парас килет. Чă­ваш халăхĕ мĕн авалтанпах юрăсемпе, ташăсемпе, вăйăсемпе пурăннă. Кирек мĕнле ĕçе вĕçленĕ хыççăн халăх вăййа тухнă. Иртнĕ кунсенче çак ялта «Кавал вăййи» спорт уявĕ иртрĕ. Историрен илес пулсан чăвашсем «Акатуй» уявне 1917 çулхи революцичченех ирттернĕ. Ял çыннисем каласа панă тăрăх, «Кавал вăййине» Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăнхи вăхăтран пуçласа 1980-мĕш çулсемччен ирттернĕ. Унтан вара каллех «Акатуй» уявĕ пулса тăнă. Чăваш халăхĕ «Сурхури», «Кăшарни», «Çăварни», «Çимĕк», «Киремет карти» /кунта ĕлĕкхи Кавал пасарне те кĕрт­ме юрать\ йышши чылай пысăк уявсенче тÿсĕмлĕх, çаврăнăçулăх, тавçăрулăх, вăй-хал виçмелли ăмăртусем ирттернĕ. Ку вăл халăх юнĕнче, халăхшăн сывланипе танах. Çавăнпа та пулĕ фотограф-дрон пилочĕ В. Туртушов «Кавал вăййи» уяв ирттерме сĕннине «ВКонтакте» социаллă сетьре «Говорит и показывает Ковали» ушкăн ертÿçи Анатолий Кудряшов сăмахсăрах йышăнчĕ. Вĕсем иккĕшĕ оргкомитет пуçтарчĕç те тепĕр сехетрен ялти активлă та хастар çамрăксем пулас уява йĕркелессине сÿтсе яврĕç. Кашнин валли ĕç тупăнчĕ, А.Павлова — фотозона йĕркелекенĕ, А.Грачева — фотограф, грамотăсемпе наградăсене илемлетекенĕ, К.Леонтьев — аслисен футбол вăййин судйи, Д.Леонтьев — ача-пăча футболĕн судйи, А.Терентьев — волейбол судйи, спонсор, А. Рожков, К.Алексеева — волейбол судйисем, И.Грачев — шашка-шахмат вăййисен судйи. Шашлăк пĕçермелли вырăна йĕркелекенсем: А.Гусаров, А.Ива­нов, А.Горшков, Н.Таратин. Спонсор пулма килĕшсе уява ирттерме пулăшакансем аякри тĕнче олигархĕсем мар, ял çамрăкĕсемех: Е.Ширеев, И.Кузьмин, К.Павлов, А.Александров, А.Табаков, Д.Семенов. Д.Артюков, С.Степанов, М.Игнатьев, С.Артюков, А.Горшков, П.Кузьмин, А.Васильев, Е.Артюкова, А.Николаев. Пуçаруçăсем «Кавал вăййи» валли ятарласа кубоксемпе медальсем, парнесем хатĕрлерĕç, программа шухăшласа хатĕрлерĕç, футболла тата волейболла вылямалли площадкăсене хăйсен аллисемпе, вăйĕпе çĕнетрĕç.

«Кавал вăййи» уява Вăрмар район пуçлăхĕ Ю.Ива­нов, Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Николаев, «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн» президенчĕ И.Аверья­нов, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — Вăрмар район администрацийĕн ĕçĕсен управленийĕн управляющийĕ В.Александров, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Веселовский те çитсе курчĕç, саламлă сăмахсем каларĕç, уяв йĕркелÿçисене сывлăх сунса тав турĕç. Çавăн пекех уява Энĕшпуç, Çиçтĕпе, Кивĕ Вăрмар ялĕсенчен килнĕ спорт командисем хутшăнчĕç. Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи Сунчел ялĕнчи çамрăксем те «Кавал вăййине» хăнана çитсе спорт ăмăртăвне хутшăннă. Вĕсем футболла выляса ача-пăча командисем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Çитĕннисен командисем хушшинче вара Кивĕ Вăрмар команди пĕрремĕш пулма тивĕçрĕ. Кавал ялĕнчи икĕ команда хушшинче ялан вылякансем футболла выляма юратакансенчен мала тухнă. Шахматла выляса Кавал ял çамрăкĕ Д.Михеев çĕнтернĕ, иккĕмĕш В.Таратин, виççĕмĕш А.Рожков пулнă. Шашкăлла вылякансем хушшинче пĕрремĕш вырăна Е.Алексеев, иккĕмĕш вырăна А.Кохнуров, виççĕмĕш вырăна — А.Грачева тухнă. Спорт уявĕнче çĕнтерÿсем, çине тăрса кĕрешни, хĕрсе кайни те — йăлтах пулчĕ. Çĕнтерейменнине пула кÿренмелли самантсем те пулчĕç пулĕ. Спортра вĕсемсĕр пулмасть.

Уява çÿллĕ пуканесем те /Хаги-ваги тата Эрешмен-çын\ çитрĕç. Чи пĕчĕккисем валли вĕсем интереслĕ «Хаваслă стартсем» ирттерчĕç.

Социаллă сетьсенче çынсем «Кавал вăййи» питĕ килĕшнине палăртаççĕ, ял халăхĕн пурнăçĕ интереслĕрех пултăр тесе спортпа туслăх уявне йĕркеленĕшĕн тав тăваççĕ, вăл çулсеренех йăлана кĕрессе шанаççĕ.

Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО, чăваш этнокультурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика