Йăлана кĕнĕ йĕркепе август уйăхĕн вĕçĕнче районти педагогика ĕçченĕсем тĕл пулса хăйсен ĕçĕ-хĕлне сÿтсе яврĕç, иртнĕ вĕренÿ çулне пĕтĕмлетрĕç, районти вĕрентÿ тытăмĕн ĕçĕ-хĕлĕн приоритетлă енĕсене тата малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç.
Кăçалхи конференцинче «Инновационный взгляд на воспитание подрастающего поколения в контексте достижения стратегических целей национального проекта «Образование» темăна хускатрĕç. Мероприяти Вăрмар районĕнчи культура аталанăвĕн центрĕнче иртрĕ. Унта Вăрмар район пуçлăхĕ Ю.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Борисова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Пронин, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ И.Аверьянов, Пĕтĕм Раççейри вĕрентÿ ĕçченĕсен Профсоюзĕн Вăрмар районĕнчи организацийĕн председателĕ Е.Николаева, районти вĕрентÿ учрежденийĕсен руководителĕсемпе педагогика ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Чи малтанах пухăннисем видеотрансляци мелĕпе РФ çутĕç министрĕ С.Кравцов каланине итлерĕç. Вăл вĕрентекенсене хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа, тивĕçлĕн пурнăçланăшăн тав турĕ. 2023 çул Раççейре Педагогпа наставник çулталăкĕ пулать тесе йышăннине каларĕ. Пулас педагогсене хатĕрлес ĕçе, профориентаци ĕçне пысăк тимлĕх уйăрмаллине, кашни ачан паха пĕлÿ илме услови пулмаллине палăртрĕ.
Тĕп докладпа райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Борисова тухса калаçрĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнче «Вĕренÿ», «Демографи» наци проекчĕсене, «Вĕренÿ аталанăвĕ» РФ патшалăх программине пурнăçлассипе ĕçсем малалла тăсăлĕç тесе каларĕ.
«Вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси объектсен инфраструктурине çĕнетес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти шутланать, ку вăл район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен, учрежденисен коллективĕсен пĕрлехи ĕçĕ-хĕлĕн результачĕ. Кăçал вĕрентÿ учрежденийĕсене юсама регионти тата вырăнти бюджетсенчен 84 миллион ытла укçа тăкакланă. Ку вăл инфраструктурăна лайăхлатма уйăрнă курăмлă сумма. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче районти шкулсенче вĕренекенсен шучĕ стабиллĕ шайра юлать. Районти вĕрентÿ тытăмĕнче шкулчченхи вĕрентÿ тĕп вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Паянхи кун тĕлне шкулчченхи вĕрентÿ программине шкулчченхи 6 организацинче тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 11 шкул çумĕнче пурнăçлаççĕ», — пĕлтерчĕ Надежда Анатольевна.
Район администрацийĕ вĕренекенсене вĕри апатпа, паха апатланупа тивĕçтерессине пысăк тимлĕх уйăрнине, кĕçĕн классенче пĕлÿ илекенсем пурте тÿлевсĕр апатланнине палăртрĕ. Талантлă ачасемпе ĕçлесси — вĕрентÿре пысăк пĕлтерĕшлĕ задача пулнине, ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕ-хĕлне йĕркелени ку тĕлĕшпе приоритетлă пулнине, ачасем кружоксемпе секцисене çÿрени пĕлтерĕшлине, районта 30 кружок пĕрлешĕвĕ ĕçленине каларĕ, педагогика кадрĕсемпе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ. «Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче чи хăюллă тĕллевсем пурнăçланччăр!» — çапла вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Н.Борисова.
Педагогсем умĕнче Вăрмар район пуçлăхĕ Ю.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Л.Пронин тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе саламласа вĕрентекенсене хăйсен тивĕçĕсене хавхалануллăн пурнăçлама, ĕçре çитĕнÿсем тума сунчĕç.
Çулсеренхи пекех мероприятинче вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче палăрнă педагогсене тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсемпе тата тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
И.ДАНИЛОВА.