Чăваш Енре паянхи кун «Единая Россия» партин «Сывă пуласлăх» проекчĕ шайĕнче пур фельдшерпа акушер пункчĕсенчен çуррине çĕнетнĕ. Иртнĕ çул «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче республикăри ялсенче 5 çĕнĕ ФАП туса лартнă, çав шутра Вăрмар районĕнчи Шăплат ялĕнче те 2021 çулхи декабрь уйăхĕнче модульлĕ çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ. Кашни муниципалитета ялта пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслесе тăма куçса çÿрекен мобильлĕ ФАПсемпе тивĕçтернĕ. Пур ФАПсене те пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарнă, çапла пациентăн электронлă карттипе ĕçлеме, рес­публика шайĕнчи больницăсемпе çыхăнса ĕçлеме май пур.

«Граждансене меллĕ пултăр тесе вĕсене кирлĕ эмелсемпе фельдшерпа акушер пункчĕсенчех тивĕçтерме май тумалла. Сывлăх сыхлавĕн пур шайне те — ФАПсенчен пуçласа регион, федераллă центрсем таранччен — пĕр тĕвĕре çыхăнтарса тăракан паянхи йышши IT-технологисемпе, информаци тытăмĕсемпе усă курассине анлăлатмалла. Çак тĕллевпе медицина центрĕсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтермелле, медучрежденисем валли интернет-трафик тÿлевне пĕчĕклетмелле», - çапла каланă «Единая Россия» политика парти­йĕн халăх программинче.

2025 çулччен республикăра çĕнĕ 6 поликлиника, 15 тухтăр амбулаторийĕ, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн 9 уйрăмне хăпартса лартма, 27 медицина учрежденине тĕпрен юсама палăртаççĕ.

Çапла 2023 çулта Вăрмар райо­нĕнчи Арапуç ялĕнче çĕнĕ тухтăр амбулаторийĕн строительст­ви­не пу­çăнасшăн. Палăртмалла, хальхи вăхăтра Арапуç ялĕнче çĕнĕ амбулаторин харпăр хăй çурчĕ çук, Вăрмар райповĕн пÿлĕм­не арендăлаççĕ. Медицина пулăшăвне пĕр тухтăр тата икĕ медицина сестри пурнăçлаççĕ, вĕсем Арапуç тата Кĕтеснер ялĕсенче пурăнакансене пăхса тăраççĕ. Çĕнĕ çурт строи­тельствин ыйтăвĕ нумайранпа çивĕч тăрать. Паянхи кун тĕл­не пулас медицина учреждени­йĕн вырăнне палăртнă, строительство проекчĕ хатĕр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов Вăрмарти тĕп больницăн хуçалăх заведующийĕпе И.Законовпа, Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕпе Е.Спиридоновпа тĕл пулса строительство ĕçĕсене тытăнмалли пирвайхи задачăсене палăртнă.

2022 çулта Канаш районĕнче нумай профильлĕ поликлиника строи­тельствине пуçăнасшăн. 2025 çул вĕçленнĕ тĕле республикăра пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ кÿрекен 77 объект туса лартмалла, 100 ытла поликлиника подразделенийĕсене юсамалла, 90 автомашина тата çĕршер единица медицина оборудованийĕ туянмалла.

О.ВОЛКОВ, Вăрмарти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика