IMG 9506Пĕлÿ кунĕ кăçал хĕвеллĕ те ăшă çанталăкпа савăнтарчĕ. Ра­йонти ытти шкулсенчи пекех çак кун Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта торжествăлла линейка иртрĕ. Палăртнă вăхăт тĕлне пурте шкул çумĕнчи стадионта пуçтарăнчĕç, 1-мĕш класа каякансем кăна çук. Акă хаваслă кĕвĕ янăраса кайрĕ те вĕсем пĕрин хыççăн тепри алла-аллăн тытăнса пĕрремĕш вĕрентекенĕсемпе пĕрле утса тухса хăйсен вырăнĕсене йышăнчĕç. Пурте капăр та илемлĕ, пăхса ытарма çук.

izoeU TJkR6yRG4XqpyWoVYJnokd6xJWHq4c3p0qK408cuCdYwF98s47vP91GoCwTXPHNhxSCaPsRuOJ CZd0DA0Пухăннисене Пĕлÿ кунĕ ячĕпе шкул директорĕ П.Алексеев, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Бо­рисова, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Пет­ров, Тихвински Турамăш турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ, V благочиннăй округăн благочиннăйĕ Л.Ермолаев протоиерей, ра­йон депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Егоров саламларĕç, ачасене ла­йăх вĕренме, çав вăхăтрах спортпа туслă пулма, творчествăра çирĕп утăмсем тума сунчĕç, вĕрентекенсене те ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак кун вĕренÿре, шкулăн обществăлла пурнăçĕнче, спортра палăрнă ачасене райадминистраци пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăнине çирĕп­летекен свидетельствăсем парса чысларĕç. Хальхинче çак хисепе 11 класри Анна Михайлова, Даниил Васильев, Никита Сергеев, Александр Силеров, 9 класри Ангелина Семенова тивĕçрĕç. Ытти наградăсем те сахал мар пулчĕç.

Акă, кĕтнĕ самант çывхарчĕ — пĕрремĕш шăнкăрав сасси вĕренекенсене партăсем хушшине ларма йыхравларĕ. Савăнăçпа çиçекен ачасем хăйсен вĕрентекенĕсемпе пĕрле классенелле саланчĕç.

Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та уяв ячĕпе линейка иртнĕ. Ачасемпе вĕренекенсене шкул директорĕ С.Антонов, райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова, районти финанспа хуçалăх ĕçĕсемпе ĕçлекен центрăн начальникĕ — тĕп бухгалтерĕ О.Виссарионова, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Васильев, Вăрмарти Михаил Архангел чиркĕвĕн настоятелĕ Е.Илларионов иерей, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Николаев тата ыттисем те саламласа çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ăнăçу суннă. 1-мĕш класа каякансем те парăмра юлман, хаваслă сăвăсемпе савăнтарнă, пĕлÿ илме хатĕррине палăртнă.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика