Комиссия фото

 

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Вăрмар районĕнче Пĕрлехи суйлав кунĕ пулчĕ. Районта пурăнакансем Чăваш Республикин Вăрмарти муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн пĕрремĕш созыври депутачĕсене суйларĕç.

Район территорийĕнче çак кун 8.00 сехетрен пуçласа 20.00 сехетчен 37 суйлав участокĕ ĕçленĕ. Суйлав кампанине хăрушсăрлăх йĕркине тĕпе хурса йĕркеленĕ. Кашни суйлав участокĕнчех сасăлавçăсене хăрушсăрлăх мерисемпе тивĕçтернĕ, маскăсем панă, ÿт температурине виçсе кĕртнĕ, аллисене ятарлă шĕвекпе дезинфекциленĕ. Суйлав тĕрĕс-тĕкел, йывăрлăхсемсĕр, мĕнпур правилăсене пăхăнса ирттĕр тесе кашни участокра обществăлла сăнавçăсем, çавăн пекех полици сотрудникĕсем ĕçленĕ, видеосăнав мелĕпе йĕркелĕхе тимленĕ.

Пĕчĕк ялсенче пурăнакан сасăлавçăсем патне ятарлă автобуссем çитнĕ. Суйлавçăсем хăйсен гражданла тивĕçне пĕр кăлтăксăр пурнăçлама пултарччăр тесе «урапаллă суйлав участокĕсене» кирлĕ оборудованипе туллин тивĕçтернĕ. Тĕрлĕ сăлтавпа тухса çÿрейменнисем патне вара суйлав комиссийĕсен членĕсем сасăлав ирттерме киле пынă.

Ытти участоксенчи пекех Вăрмар поселокĕнчи 1501 номерлĕ суйлав участокĕн ĕçĕ патшалăх гимнне итленинчен пуçланчĕ. Унтан суйлав участокĕн председателĕ А.Жандаров урнăсене пичетлесе илчĕ, пĕрлехи суйлав кунĕччен маларах сасăланисен бюллетенĕсене урнăна ячĕ.

Хăйсен Конституци правипе усă курнă пĕрремĕш суйлавçăсен ретĕнче Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Василий Петрович Иванов пулчĕ. Вăл 1501 номерлĕ суйлав участокне ир-ирех пынă. «Эпĕ кашни суйлавах хутшăнса хамăн сасса паратăп, мĕншĕн тесен пирĕн çĕршывăн, кунта пурăнакан кашни çыннăн пуласлăхĕ хамăртанах килнине лайăх ăнланатăп. Хальхи суйлавран лайăххине кăна кĕтетĕп. Çамрăксене аталанма майсем ытларах туса памалла тесе шухăшлатăп, çавăн пекех çул-йĕр пахалăхĕн ыйтăвне те ытларах тимлĕх уйăрсан аван пулĕччĕ», — терĕ Василий Петрович.

 

выборы старые урмары

 

Кивĕ Вăрмарти 1524 номерлĕ суйлав участокĕнче сасăлав пăтăрмахсемсĕр йĕркеллĕ лару-тăрура иртрĕ. Ирхине 8 сехетре Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн гимнĕсен янăравĕпе пуçланчĕ вăл. Комисси председателĕ Людмила Михайловна Аршинова пĕлтернĕ тăрăх, Кивĕ Вăрмарпа пĕтĕмĕшле 983 çын валли сасăлама бюллетеньсем хатĕрленĕ пулнă. Сентябрĕн 11-мĕшĕччен — Пĕрлехи сасăлав кунĕччен — малтанхи сасăлав вăхăтĕнче 112 çын хăйсен сассине парса ĕлкĕрнĕ. Чи малтанах комисси членĕсем шăпах малтанхи сасăлавра пухăннă бюллетеньсене ячĕç урнăна. Çак вăхăт тĕлне чи яваплисем — сасăлама хутшăнас текенсем чылайăнах пухăнса ĕлкĕрчĕç. Суйлав участокне килекенсене санитарипе эпидемиологи правилисене пăхăнса маскăсемпе, алăсене дезинфекцилемелли майсемпе тивĕçтерчĕç. Çавăн пекех суйлаври йĕркене полици сотрудникĕ Любовь Леонидовна Сметанина кунĕпех сыхларĕ, унсăр пуçне саккуна пăсассине тимлессипе Чăваш Республикин Обществăлла Палатинчен обществăлла сăнавçă та çирĕплетнĕ. Ку тивĕçе Алена Вячеславовна Борисова шанчăклă пурнăçларĕ. Килтен тухса çÿреймен ял çыннисем, ватăсем патне комисси членĕсем килсем тăрăх та тухса çÿренĕ.

Пĕтĕмĕшле кăçалхи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕнче, çав шутра малтанхи сасăлав вăхăтĕнче, Пĕрлехи сасăлав кунне Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче 545 çын суйлава хутшăнчĕ, хăйсене килĕшекен кандидатшăн сассине пачĕ. Вĕсенчен пĕри Кивĕ Вăрмар ял çамрăкĕ Григорий Афиногенов та пулчĕ /ÿкерчĕк çинче\, хулара ĕçлесе пурăнать пулин те канмалли кунсенче вăл яланах ялта.

Вăрмар районĕнчи пур участоксенче те сасăлав тивĕçлĕ шайра, саккуна пăхăнса иртрĕ.

И.ДАНИЛОВА, Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика