IMG 9624Парта героя

Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта иртнĕ кунсенче патриотла пысăк пулăм пулса иртнĕ — кунта астăвăм хăмипе Герой парттине уçнă. Вĕсене танк взвочĕн командирне, Украинăри ятарлă операцинче пуçне хунă Владимир Петрович Сергеев аслă лейтенанта халалланă.

Владимир Сергеев 1997 çулта Патти ялĕнче çуралса ÿснĕ, кĕçĕн классенче тăван ялти шкулта вĕреннĕ, 5-9 классенче вара Чупай шкулĕнче ăс пухнă. Вĕрентекенĕсем, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем аса илнĕ тăрăх, вăл яланах активлăхпа палăрса тăнă, пĕлÿ патне туртăннă, сывă пурнăç йĕркине тытса пынă, спортпа туслă пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ.

Ачаранах çар çынни пулма ĕмĕтленнĕскер, Владимир Хусанти танк училищине вĕренсе пĕтернĕ, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче контрактпа службăра тăнă. 24 çултах танк взвочĕн командирĕ пулса тăнă. Умне лартнă задачăсене пурнăçланăшăн Суворов медальне тивĕçнĕ, анчах та ăна алла илсе ĕлкĕреймен, тан мар çапăçура вилмеллех аманнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн, РФ Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн, танк батальонĕн танк ротин танк взвочĕн командирне, гвардин аслă лейтенантне Владимир Петрович Сергеева Паттăрлăх орденĕпе /Орден Мужества\ наградăланă.

«Владимир ырă кăмăллă, хаваслă, хастар, хăюллă пулнă, яланах ыттисене пулăшма хатĕррипе, кăмăл çирĕплĕхĕпе палăрса тăнă. Вăл пуриншĕн те ырă тĕслĕх, чăн-чăн паттăр. Паттăрсен ячĕсем вара манăçмаççĕ», — тет Чупай шкулĕн директорĕ Л.Никифорова.

Астăвăм хăми те, Герой партти те Чупай шкулĕнче вĕренекенсенче патриотла туйăмсене вăратаççĕ, хăюллă, мал ĕмĕтлĕ, тăрăшуллă пулма хистеççĕ. Ачасем вĕсен шкулĕнче çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçланă çакăн пек паттăр салтак вĕреннĕшĕн мухтанаççĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Сăнÿкерчĕк çинче: Чупайри тĕп шкулта вĕренекен, активлăхпа палăрса тăракан, спортпа туслă ачасем Владимир Петрович Сергеев аслă лейтенанта халалланă Герой партти çумĕнче.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика