ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулта вĕренÿрен пушă вăхăтра 14-18 çулсенчи 15 пине яхăн ачана вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме планланă. Паянхи кун тĕлне халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăсен органĕсем вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелеме 301 килĕшÿ туса 6 963 çул çитмен çамрăка ĕçе вырнаçтарнă.

Вăрмарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн округра хальхи вăхăтра 273 ачана шкулсем урлă ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсем шкулсен территорийĕсенче тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. Ĕç укçине мĕн чухлĕ ĕçленине кура тÿлеççĕ, çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекен центр та ачасене укçан пулăшать. Унсăр пуçне çуллахи каникул вăхăтĕнче Вăрмар округĕнчи хăш-пĕр предприятисем те çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕçе илеççĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика