Чăваш Енре «Çĕнĕ материалсем тата хими» нацпроектпа килĕшÿллĕн кремнийорганика продукчĕсемпе анилин кăларас енĕпе çĕнĕ производствăсем хута ярĕç. Кун пирки республика Правительствин вице-премьерĕ Дмитрий Краснов Екатеринбургра иртнĕ «Иннопром» куравра пĕлтернĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти тулли мар яваплă «Оргсинтез ушкăн» общество çак проекта пурнăçа кĕртме хатĕр. Вăл Раççейри ытти компанипе çыхăну тытса ĕçлĕ. Сăмах май, анилинпа тĕрлĕ отрасльте сăрăсем тата пигментсем тума усă кураççĕ. Пĕр сăмахпа, пластмассăран пуçласа эмелсем таранчченех. Çавăн пекех анилинпа ацетонанил тунă çĕрте усă кураççĕ. Ăна химиксен хулинчи «Химпром» кăларать. Производствăсем юнашар вырнаçни логистикăна ансатлатать.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика