Паянхи кун Кĕлкеш ялĕшĕн харăсах икĕ пысăк пулăмпа асра юлĕ. Яла пырса кĕнĕ çĕрте пуç таймалли хĕрес тата ялти Астăвăм комплексĕнче Афганистан, Чечен хирĕçтăрăвĕсен, ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене — çар ĕçĕсен ветеранĕсене халалласа палăк уçрĕç. Икĕ объектне те Мăнçырмари Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей Турă шывĕ сапса сăвапларĕ.
Пуç таймалли хĕресе те, палăка та «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕн Геннадий Николаевич Ямуковăн пуçарăвĕпе тата укçа-тенкĕ хывнипе лартнă. Çавăн пекех ял халăхĕ те укçа-тенкĕ пуçтарса активлă пулăшнă.
Афганистан, Чечен хирĕçтăрăвĕсен, ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене халалланă палăка уçма Кĕлкешри территори пайĕн начальникĕ Олег Кузьмин, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕсем Николай Павлов, Виктор Павлов, Иван Иванов, запасри подполковник Михаил Пуклаков, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов, Афганистанпа ятарлă çар операцийĕсен ветеранĕсен Чăваш Енри Союзĕн руководителĕ Игорь Кашаев, Афганистан, Чечен хирĕçтăрăвĕсен Вăрмар округĕнчи ветеранĕсем, ГСВГ, СВО ветеранĕсем, СВОри ентешсене пулăшу кÿрекен волонтерсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Кĕлкешри Астăвăм комплексĕ ÿссе, пуянланса пырать. Чи малтанах кунта Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене халалласа палăк лартнă пулнă, унтан — тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисене халалланă палăк хăйĕн вырăнне тупнă. Халĕ вара Афганистан, Чечен хирĕçтăрăвĕсен, ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене халалланă палăка та уçрĕç. Пухăннисем ку вырăн çитĕнекен ăрăва патриотлă воспитани парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. «Пирĕн салтаксен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмĕ. Мирлĕ тÿпешĕн, тĕрĕслĕхшĕн хăйсен пурнăçне шеллемен хÿтĕлевçĕсем халĕ пирĕн хушăмăрта çук пулин те, вĕсен ĕçĕ вилмĕсĕр. Патриотлăх ăруран ăрăва куçса пырать. Раççее никам та çĕнтереймĕ!» — терĕç вĕсем.
http://gazeta1931.ru/urmary/12452-patt-rl-kh-nikh-can-ta-man-cmast#sigProId779ec6b3be