sessiy«Эпир пурăнмалли лайăх вырăна хамăр тума пултаратпăр», — çакăн пек ятпа январĕн 18-мĕшĕнче Вăрмар муниципаллă округĕнче округăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн стратеги сессийĕ иртрĕ. Вăл тĕрлĕ сферăри 70-е яхăн участнике пĕр çĕре пухрĕ.

Мероприяти модера­торĕ вырăнĕнче экономика наукисен док­­торĕ, Раççей Федерацийĕн Раççейри Наукăсен академи­йĕн Представительствин руководителĕ, экономика общест­вин версийĕпе 2018 çулхи Раççейри чи лайăх экономист Олег Владимирович Асмус пулчĕ.

Сесси çавра сĕтел формачĕпе иртрĕ. Кунта стратеги планированийĕпе тата муниципаллă экономикăпа ĕçлекен, муниципалитета аталантармалли грантсем хатĕрлекен эксперт Оксана Ананьева, муниципалитетсен экономикине, нацпроектсене пурнăçлассине тишкерекен сферăри эксперт Анна Баженова, стратеги планированийĕн сферинчи эксперт Михаил Суров, планировани тата прогноз тăвакан сферăри эксперт Александра Михеева, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Анна Матовская социолог хутшăннă.

5 ушкăна пайланса участниксем демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалли хăйсен проекчĕсемпе паллаштарчĕç, хăтлăх кĕртмелли вариантсене пăхса тухрĕç, бизнеспа инвес­тици ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç. Кашни ушкăн хăйĕн проектне сÿтсе явнă хыççăн муниципалитетăн малашлăхне мĕнле курнине, кунта пурăнакансен пурнăçне телейлĕрех, тă­ван тăрăхран тухса каяс шухăшсем ан пулччăр тесен мĕн тумаллине хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕç. Сĕнÿсем нумай пулнă, 30 ытла, апла пулин те экспертсем вĕсенчен чи ла­йăх 20 идейăна пурнăçа кĕртме суйласа илнĕ.

Стратеги сессине хутшăнакансен шучĕпе муниципалитет­ра бизнеса аталантарма округ тулашĕнчи предпринимательсене явăçтармалла. Çавăн пекех проектсемпе паллаштаракансем округра çамрăксен канăвне йĕркелемелли условисем туса хумаллине палăртнă. Кадрсен дефицитне пĕтерме округра производство площадкисем туса хумалла, мĕнле те пулин производство филиалне уçмалла. Кунта ĕçлекен кадрсене вĕрентмелли условисем туса хумалла. Çак тĕллев­пе округрах вĕрентÿ учрежденийĕ тумалла, тĕслĕхрен, Чă­ваш патшалăх аграри университечĕн никĕсĕ çинче. Ветеринарсем, механиксемпе механизаторсем, зоотехниксем çитмеççĕ.

«Пĕр еннелле пăхатпăр, округ аталанăвĕшĕн палăртнă перспективăсем пурте пурнăçа кĕрессе шанатăп», - палăрт­нă Вăрмар округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев. «Пуçра мĕнле шухăшсем, идейăсем пуррине кашни кун ыйтмаççĕ пирĕнтен, кашни кун хамăрăн шухăш-кăмăла пĕлтерейместпĕр. Чылайăшĕ пирĕншĕн çĕнĕлĕх, чылай кăсăкли. Тавлашрăмăр, сÿтсе яврăмăр», - пĕлтерчĕç хăйсен шухăшĕсене стратеги сессине хутшăннă пĕр ушкăн членĕсем.

Мероприятие хутшăнакансем çакăн евĕр тĕлпулусем ирттерни кирлĕ тата пĕлтерĕш­лĕ пулнине палăртрĕç.

Надежда ШИШКИНА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Последние комментарии

Яндекс.Метрика