Апрелĕн 25-мĕшĕнче – Чăваш чĕлхи кунĕ

Апрелĕн 25-мĕшĕнче — чăваш халăхне çутта кăлараканĕн Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕ. Çак кун эпир Чăваш чĕлхин кунне паллă тăватпăр. Уяв тăван чĕлхен хаклăхĕ тата пуян культура еткерлĕхĕ пирки аса илтерет.

Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне Вăрмарти историпе тавра­пĕлÿ халăх музейĕнче шкул ачисене валли «Янăра, чăваш чĕлхи» темăпа таврапĕлÿ сехечĕ иртрĕ. Ачасем И.Я. Яковлев педагог, чăваш çырулăхĕн никĕслевçи çинчен пĕлчĕç. Ырми-канми ĕçленĕрен, тăван халăха юратнăран вăл уникаллă çырулăх йĕркеленĕ, çавна май чăваш культури упранса малалла аталанать.

Çак кун эпир чăваш чĕлхин аталанăвне тÿпе хывнă ытти çынсене те аса илетпĕр. Вĕсем тăрăшнипе тăван сăмах ăруран ăрăва куçса пырать. Эпир тă­ван чĕлхепе мăнаçланса калаçатпăр, ентешĕмĕрсем çырнă кĕнекесене вулатпăр, культура еткерлĕхĕнчен вăй илетпĕр.

Хăтлăх кĕртмелли объектшăн сасăлар!

J4bewBM1dqW9oSLeDc5h07Rg40qJNzgiqKqsJrfHNNsvll8CtCzKG3Kr5yn3PQjvwJ7qP0 FPOmYAJVi XscgL8wАпрелĕн 21-мĕшĕнче «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» федераллă проекчĕ шайĕнче çитес çул хăтлăх кĕрт­мелли объектсене суйламалли Пĕтĕм Раççейри сасăлав старт илнĕ. Вăрмар округĕнче пурăнакансем Вăрмар поселокĕнчи «Патриот» паркăн дизайн-проекчĕшĕн сасăлама, икĕ проектран пĕр­не суйлама пултараççĕ. Сасăлав июнĕн 12-мĕшĕччен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче пырать. Сасăламалли ссылка: https://pos.gosuslugi.ru/lkp/fkgs/21382/169460/

Çурхи ĕçсем старт илчĕç

Çĕр-аннемĕр хĕл ыйхинчен вăранчĕ. Çутçанталăк чĕрĕлет. Район аграрийĕсем те çурхи уй-хир ĕçĕсене пуçăнчĕç. Кĕрхи тулла апатлантарма тухрĕç. Чи малтан округра уя «Иванов Н.А.», «Иванов В.А.», «Ямуков Г.Н.», «Иванова О.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Каспий Агро» тулли мар яваплă общество тухрĕç. Хальхи вăхăт тĕл­не пĕтĕмĕшле кĕрхи культурăсене 58 гектар çинче апатлантарнă. Çутçанталăк условийĕсем çĕр ĕçченĕсемшĕн ăнăçлă пулччăр кăçал.

Демографи политики

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çак кунсенче ирттернĕ канашлура демографи политикин управленийĕн модельне йĕркелессине тишкернĕ. Тĕп тĕллев — çав тытăмра кашни сыпăкăн пĕр результатшăн ĕçлемелле, мĕншĕн тесен хальхи саманара çемье Раççей пуласлăхĕн никĕсĕ пулса тăрать. Çĕнĕ моделĕн тĕп пайĕсем: Демографи сферинчи компетенцисен центрĕ — ведомствăсем хушшинчи хутшăнăва тимлекен офис, Çемье сывлăхĕн центрĕ — медицина тата психологи пулăшăвĕсем, Корпоративлă стандарт — республикăри предприятисенче çемьесене пулăшасси.

Республика кунĕ

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш Енре июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне паллă тăваççĕ. 2026 çулта регион Чăваш автономийĕ пулса кайнăранпа 106 çул çитнине уявлать. Кăçал тĕп мероприятисене Шупашкар хулинче тата Шупашкар муниципаллă округĕнче ирттерме хатĕрленеççĕ. Уяв тĕл­не Шупашкар округĕнчи обществăлла вырăнсене хăтлăлатма округа Чăваш Ен Пуçлăхĕн гранчĕпе тивĕçтереççĕ.

Интернет — ватăсене

Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комп­лекслă центрăн ватăсемпе сусăрсене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Арапуçĕнчи стационар уйрăмĕнче кунта хÿтлĕх тупнă ватăсене компьютерпа усă курма вĕрентессипе черетлĕ урок иртнĕ. Унта хутшăнакансем хальхи йышши технологисемпе усă курас тĕлĕшпе хăйсен пĕлĕвне ÿстерме пултарнă. Ватăсем интернетра информаци шырамалли мелсемпе паллашнă, информацин хăрушсăр çăлкуçĕсене тупма хăнăхнă.

Хăрушсăрлăх – малти вырăнта

Апрелĕн 21-мĕшĕнче Вăрмар округĕнчи шкулсенче, çĕршыври ытти шкулсенчи пекех, терроризм акчĕ пулас пулсан харпăр хăйне тĕрĕс тытма хăнăхтаракан вĕрентÿ иртнĕ. Ку хутĕнче çĕнĕ хăрушлăха та тимлĕх уйăрнă — дронсемпе çыхăннине. Педагогсен коллективĕсем, техника персоналĕ, хурал сотрудникĕсем тата, паллах, шкул ачисем вĕрентĕве активлă хутшăннă. Сигнал панă хыççăн шкулсем ятралă режим çине куçнă. Учительсем ачасемпе инструктаж ирттернĕ, хăрушсăрлăх правилисене аса илтернĕ. Унтан практика пайĕ пулнă, çав шутра эвакуаци йĕркеленĕ. Çакăн пек мероприятисем шкулсенче час-часах ирттереççĕ, мĕншĕн тесен ачасен тата персонал хăрушсăрлăхĕ — малти вырăнта.

Пăшăрханма кирлĕ мар

Вăрмар округĕн администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Вăрмар округĕнче 2025 çулта юсанă «Энĕш-Вăрмар» çул мĕнле лару-тăрура пулнине тĕрĕсленĕ. Подрядчикăн — «Макаров А.Н.» хресчен фермер хуçалăхĕн — представителĕпе пĕрле хăш-пĕр çитменлĕхсене тупса палăртнă. Анчах та пăшăрханма кирлĕ мар — гарантипе килĕшÿллĕн мĕнпур çитменлĕхе кăçалхи май уйăхĕн 15-мĕшĕччен пĕтермелле.

Предпринимательсен конкурсĕ пырать

Чăваш Енре «Çулталăк предпринимателĕ — 2025» конкурсăн муниципалитетсенчи тапхăрне пĕтĕмлетнĕ. Кăçал бизнес-пĕрлешÿсем конкурс­ра пысăк активлăх кăтартнă. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем, уйрăм çынсем — пурĕ 150 представитель — хăйсен вăйне тĕрĕслеме шутланă. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 2 хут нумайрах. Кăçал çĕнтерÿçĕсене 19 номинацинче палăртĕç. Конкурсăн республикăри тапхăрĕ пуçланнă та ĕнтĕ. Çĕнтерÿçĕсен ячĕсем майăн 15-мĕшĕ хыççăн паллă пулĕç. Сăмаха май, конкурса Вăрмар округĕн представителĕсем те хутшăнаççĕ. Вĕсене ăнăçу сунар.

Сиенлĕ йăласене — çук!

Сывлăха çирĕплетме кун йĕркине пăхăнмалла, тĕрĕс апатланмалла, сиенлĕ йăласенчен пăрăнмалла. Пирус туртмалла мар, эрех-сăра ĕçмелле мар, наркотикрен, ăна сĕнекенсенчен пăрăнмалла, мĕншĕн тесен наркомани авăрĕ тĕпсĕр, ун серепине лексен хăтăлма çăмăл мар. Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă цент­рăн ĕçченĕсем çул çитмен ачасен саккунлă представителĕсемпе вĕсен килĕсенче тĕл пулса ачасене çак усал йăласенчен упрамаллине ăнлантарнă, буклетсем парса тухнă.

Çемьесем çирĕп пулччăр

Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комп­лекслă центрта ачасене тата вĕсен ашшĕсемпе амăшĕсене валли интереслĕ мероприяти — тренинг иртнĕ. Тренинг тĕллевĕ — ăшă та хăтлă лару-тăру йĕркелесе ашшĕ-амăшĕсен тата вĕсен ачисен хушшинчи хутшăнăва çирĕплетесси: вĕсем пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланччăр, пĕр-пĕрне пулăшма хăнăхчăр. Унта хутшăнакансем тулли кăмăлпа пĕр-пĕринпе калаçнă, вăйăсем вылянă, хăйсен шухăшĕсемпе паллаштарнă. Вăхăта пĕрле ирттерни усăллă пулнине, кăмăл-туйăма çĕкленине, çемьесене çирĕплетнине палăртнă ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем.

Агролабораторисем ĕçлеççĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче регионти ача сачĕсенче агролабораторисем йĕркеленине палăртнă, ытларахăшне — аграрисен вăйĕпе. Вăрмар округĕнчи ача сачĕсенче те агролабораторисем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, Вăрмар поселокĕнчи 1 номерлĕ «Березка» ача-пăча садĕнчи агролабораторинче ÿсентăран лартса ÿстернисĕр пуçне чăн-чăн экспериментсем туса ирттереççĕ. Вăрлăхран çамрăк ÿсентăран ÿстереççĕ, шыв, çутă, температура витĕмне сăнаççĕ, тăпрана тĕпчеççĕ тата ытти те.

Электронлă сертификат параççĕ

Чăваш Республики 2026 çулта электронлă сертификатпа усă курса сусăр ачасене комплекслă майпа реабилитацилессипе тата абилитацилессипе çыхăннă пулăшусене кÿрекен пилотлă проекта пурнăçлакан регионсен шутне кĕнĕ. Ку проект сусăрлăха пĕрремĕш хут кăçал палăртнă ачасем пур çемьесене Ачасен реабилитаци центрĕн­че тата Кÿкеçри ăс-тăн енчен кая юлса аталанакан ачасен интернет çуртĕнче электронлă сертификатпа усă курса реабилитаци пулăшăвĕсем илме май парать. Ку сертификата ашшĕ-амăшне ывăлне е хĕрне сусăрсен шутне кĕртнĕ чухне параççĕ. Кăçал пирĕн республикăра 387 сусăр ачана — 4-17 çулсенчисене, федерацин медицинăпа социаллă экспертиза учрежденийĕсенче пĕрремĕш хут инвалид тесе палăртнисене — комплекслă реа­билитаципе тата абилитаципе çыхăннă пулăшу кÿме планланă.

Депутат ристана çаврăннă

Етĕрне округĕн депутатсен Пухăвĕн экс-председателĕн приговорĕ паллă. Ăна уйрăмах пысăк виçепе улталама тăнăшăн айăпланă. Тĕпчев уçăмлат­нă тăрăх, 2025 çулхи сентябрь уйăхĕнче фигурант укçалла астармăш вăйăсем йĕркеленĕшĕн маларах та судпа айăпланнă пĕлĕшне пакунлисем çавнашкал преступленисемшĕнех уголовлă майпа йĕр­леме хатĕрленни çинчен пĕлтернĕ. Çак ыйтăва татса памашкăн пулăшу сĕннĕ — икĕ миллион тенкĕлле. Çак укçана право хуралĕн органĕсен сотрудникне памалла-мĕн... Чăннипе вара унăн çавнашкал çыхăнусем пулман, укçана вăл хăйĕн кĕсйине чикесшĕн пулнă.

Депутата пакунлисем укçа илнĕ чухне алăранах ярса тытнă та — вăл преступлени тунине йышăннă, уголовлă ĕçе тĕпчеме пулăшнă. Суд унăн айăп­не çемçетекен самантсем пуррине шута илсе ăна 3 çуллăха условнăй майпа ирĕксĕр хăварнă. Хальхи вăхăтра прокуратура арçыннăн депутат мандатне туртса илессине пуçарас ыйтупа ĕçлет. Вăл преступлени тунине Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн сотрудникĕсем тăрă шыв çине кăларнă.

Бюджет ыйтăвĕсем тавра

Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче çирĕплетнĕ кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту — республикăн 2025 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен калакан саккун проекчĕ. Бюджет тупăшĕ 118,6 миллиард тенкĕпе танлашнă. Тăкаксем — 113 миллиард тенкĕ ытларах. Бюджета 5,5 миллиард тенкĕлĕх профицитпа пурнăçланă. Бюджетăн хамăрăн тупăшран йĕр­келенекен тÿпи те хушăнсах пырать. 2020 çулта çак кăтарту 51,4 процент пулнă, иртнĕ çул вара — 73 процент. Тăкаксен тĕп пайĕ, 78 миллиард тенкĕ ытларах, социаллă пурнăçпа культура сферисене кайнă.

Сывлăх сыхлавĕ

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова Раççей Сывлăх сыхлавĕн коллегийĕн ларăвне хутшăннă. РФ Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Михаил Мурашко палăртнă тăрăх, 2025 çул Раççейре «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ пысăк масштабпа пурнăçланнă тапхăрпа палăрса юлнă. «2025 çулта Чăваш Енре пирвайхи пулăшу кÿрекен сыпăкри 67 объекта çĕнетнĕ, çакă 270 пин çыншăн медицина пулăшăвĕ илессине ансатлат­нă. Авариллĕ çуртсен шучĕ республикăра 3 процент чакнă, пирвайхи медицина пулăшăвĕ кÿрекен сыпăкра — 12 процент», - палăртнă Лариса Тарасова.

Туризм

«Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕ шайĕнче «Чувашиякурорт» санаторий тата «Хула легендисем» агентство çĕнĕ сыватупа туризм программине хатĕрленĕ. Вăл «Атăл çинчи сывлăх» ятлă. Çак программа регионта кану майĕсене анлăлатма, çĕнĕ çулçÿревçĕсене илĕртме май парĕ. Вăл профессионаллă медицинăна тата пуян экскурси прог­раммине пĕрлештерсе тăрать.

Стратеги аталанăвĕ

Чăваш Республикин социаллă тата экономика аталанăвĕн 2035 çулчченхи Стратегийĕ региона аталантармалли çул-йĕре палăртать, кашни сферăна пырса тивет. Стратеги аталанăвне 3 пин ытла проект кĕнĕ, çав шутра — 33 мегапроект. Вĕсенчен пĕри - «Наци туризм маршручĕн аталанăвĕ». Наци туризм маршрутне йĕркелени региона çĕршыври туризм рынокĕнче çирĕп вырăн йышăнма, çак сферăри пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшĕ.

Цифра трансформацийĕ

2025 çулхи пĕтĕмлетÿ тăрăх, цифра трансформацине ĕçе кĕртессипе Чăваш Республики Атăлçи федераци округĕнче 4-мĕш вырăн йышăннă тата цифра трансформацийĕн наци рейтингĕнче 35-мĕш вырăнтан 24-мĕш вырăна хăпарнă. Регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусене — тухтăр патне çырăннинчен пуçласа документсем хатĕрлесси таран — пурне те электрон формата куçарнă. Граждансем патшалăх пулăшăвĕсене онлайн илнин тÿпи 88,2 процент таран çитнĕ /планпа — 51 процент\. Сывлăх сыхлавĕн отрасльне 100 процент цифровизациленĕ, обществăлла транспорта — 81,2 процент, вĕрентĕве — 72,1 процент, патшалăх управленине — 67,6 процент.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика