— Эпир ялта пурăнатпăр, пирĕн унта пахча та, сад та пур. Пĕррехинче, пан улми пуçтарнă вăхăтра, чĕрĕпе курах кайнăччĕ. Тытса пăхса алла ыраттарнăччĕ. Санăн та çÿçÿ унăнни пекех, — сасăпах кулчĕ хĕрача.
— Санăн çÿçÿ мĕн тĕслĕ? — интересленчĕ Андрей.
— Шăтсан курăн, — именсе кайрĕ Таня.
…Больница чÿречинчен пăхсан халĕ симĕс курăк та курăнмасть, унта-кунта пăт та пат ÿсекен йывăçсем те тахçанах çулçă тăкнă, тавраллах юр выртать. Анчах вăл шурă мар — талккишпех çырăрах тĕслĕ, çул хĕрринчи вара — хуп-хура: тĕнчери мĕнпур мунча мăрйинчен кăларнă хăрăма çакăнта килсе сапнă тейĕн.
Çĕнĕ çула та Таньăн сыватмăшрах кĕтсе илме тиврĕ. Телее, палатăра вăл амăшĕпе кăна пулмарĕ, Андрейпа кукамăшĕ те пырса ларчĕç. Сехет вун иккĕ шаккиччен хĕрача социаллă тетелти хăйĕн страницинче черетлĕ пост шăрçаларĕ: «Çĕнĕ çулта пуç уснă мăшăра: «Ан хурланăр, сирĕн ача пулать», — теччĕр. Ватăлнă ашшĕ-амăшне ывăлĕсемпе хĕрĕсем: «Тунсăхласа çитрĕмĕр. Кĕтĕр! Эпир пыратпăр», — теччĕр. Чирлĕ кашни çыннах тухтăрсем: «Эсир сывă!» — теччĕр». Никамран малтан ку сăмахсен айне Андрей «лайк» пусрĕ. Çавăнтах комментари çырчĕ: «Врачсем каланă диагноза ан ĕненĕр, суран пĕр кĕтмен çĕртен сипленĕ. Пурăнас килни ăнланма йывăр чиртен самай вăйлăрах».
…Хăнăхсан тамăкра та çăмăл теççĕ-и-ха? Таньăпа амăшĕ Мускаври больницăра çур çул выртса тăчĕç. Андрейпа кукамăшĕ килне вĕсенчен икĕ эрне маларах кăна кайрĕç. Апла пулин те çак тапхăрта çул çитменскерсем пĕр кун та калаçмасăр тăмарĕç, видеоçыхăну мелĕпе шăнкăравласа темиçешер сехет пуплерĕç, яланхиллех шÿтлерĕç, кулчĕç. Акă Таньăна та больницăран кăларассине пĕлтерчĕç. Мĕн тери савăнчĕ вăл! Тинех килне таврăнĕç. Хăрушши хыçра ĕнтĕ халĕ…
Амăшĕ манман иккен. Темиçе сумка йăтса утаканскер ăнсăртран:
— Хĕрĕм, пирĕн Третьяков галерейине каймаллаччĕ-çке. Çаврăнса килер, — терĕ.
— Çавăн пек пысăк хутаçсемпе çÿремĕпĕр. Унта уяв кĕпи тăхăнса, хулран пĕчĕк чаплă сумка çакса каймалла, — мăн çынла калаçрĕ Таня. — Юлашки кун пурăнмастпăр. Тепрехинче ятарласа килсе курăпăр. Андрей те пĕрле пыма шантарчĕ.
Амăшĕ хирĕçлемерĕ. Унăн та часрах килне таврăнас килет. Мăшăрне те тахçантанпах курман. Килĕ-çурчĕ мĕнле-ши тата?..
…Тăван килĕ умне çитсен амăшĕпе хĕрĕ шалт тĕлĕнчĕç — хапха умĕнчи юра вуçех хырман. Кĕлетсем çинчине те антарман. Картишре йытă та çук. Альăн чĕри ури тĕпне çитрĕ. Мĕн пулнă Тольăна? Калаçмасăр пĕр кун та пурăнман-çке. Ним япăххине те пĕлтермен.
Алăка ялан пĕр вырăнта пытарнă çĕртен илнĕ çăраççипе уçсан Таня шиклене-шикленех малалла иртрĕ. Пÿртре самай сулхăн — газне пĕчĕккĕн çеç çутнă курăнать. Чÿрече янахĕ çинчи, урайĕнчи чечексем типсе хăрнă, урамран хĕвел çути ÿкнĕрен пур çĕре те тусан ларни курăнать.
— Эх, мăнтарăн арçынĕ! Тирпейсĕр пурăннă. Ĕнер килетпĕр тесе шăнкăравласан та пулин юра хырайман-ши, кил-çуртра тирпейлеймен-ши? — тарăхрĕ кил хуçи арăмĕ. — Хăй ăçта-ши тата? — текелесе залри чÿрече патне пырса урамалла пăхрĕ.
— Анне, — тăрук шари! çухăрса ячĕ кухньăна кĕнĕ Таня. — Атте пире пăрахса кайнă.
Мĕнле? Мĕншĕн? Аля чупса пырса хĕрĕн аллинчи хута ярса илчĕ. «…Каçараятăр пулсан — каçарăр. Çук тăк — çук. Кил-çурта, çăмăл машинăна сире парса хăваратăп», — çырнă «Чун илли» тесе алă пуснă татăк çинче.
— Пулма пултараймасть, — тĕлĕннипе Альăн мăйĕнчи юн тымарĕсем халь-халь татăлса каясла карăнчĕç. — Укçа та ярса тăчĕ-çке. Шăнкăравламассерен чиперех калаçрĕ. Аçу шÿтлес терĕ курăнать. Ĕненес килмест.
Епле-ха капла? Инкек килсе çапсан арăмĕпе упăшки çывăхланаççĕ, хуйха çурмалла пайлама тăрăшаççĕ теççĕ мар-им-ха? Ниçта кайса кĕрейми вĕткеленекен хĕрарăм телефонне ярса тытрĕ. Упăшкинчен тÿррĕн ыйтас тесе шăнкăравларĕ, анчах хурав паракан пулмарĕ.
— Анне, мана пула пăрахса кайнă вăл. Мĕншĕн тесен эпĕ чирлĕ, — йĕрсе ячĕ Таня.
Амăшĕ пукан çинче ларакан хĕрĕ умне чĕркуçленчĕ, нихăçанхинчен те çепĕççĕнрех ыталарĕ-тĕр ăна.
— Пустуй ан калаç. Хăравçă арçынсем кăна çавăн пек хăтланма пултараççĕ. Эпир санпа иксĕмĕр те вăйлă. Пирĕн çумра чунпа хавшаккисем ан та тăччăр, — хăй мĕн каланине ăнлансах пуплерĕ Аля.
Чăнах та, Толя çĕр çинчи чи путсĕр этем, чăн-чăн сутăнчăк мар-и? Пĕртен-пĕр хĕрĕ усал шыçăпа чирленĕ, мăшăрĕ ĕç пăрахнă, ун çумĕнчен пăрăнмасăр пурăнать. Вăл, пур, урăх хĕрарăм патне тухса кайнă. Амăшĕ пĕрмай лăплантарсан та Таня канăç тупаймарĕ. Ашшĕ тытнă-перĕннĕ япаласем çине куç илмесĕр темĕнччен пăхса ларчĕ. Темшĕн ăна ашшĕ таврăнас пек туйăнчĕ. Малашне вĕсем пĕрлех пурăнасса шанчĕ.
Малалли пулать.
Дмитрий Моисеев
