akvaprom

Республика кунĕ умĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕпе Василий Шигильдеевпа тĕл пулса калаçрĕ. Василий Викторович иртнĕ пилĕкçуллăхра Вăрмар округĕнче пурнăçланă ĕçсем пирки каласа пачĕ, çак тапхăр мĕнле пулăмсемпе асра юлнине палăртса хăварчĕ, пуласлăх тĕллевĕсене уçăмлатрĕ.

— Василий Викторович, 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономине туса хунă. Пилĕк çул каялла эпир çак пысăк пулăмăн 100 çулхи юбилейне паллă турăмăр. Унтанпа чылай ĕç пурнăçланă, тăван тăрăха хăтлăлатас тата аталантарас енĕпе нумай ĕçленĕ. Иртнĕ пилĕк çулхи улшăнусем çинчен каласа парсамăр, тархасшăн. Мĕнле объектсен строительствине пурнăçланă, реконструкциленĕ, юсанă? Округ­ра пурăнакансемшĕн вĕсен пĕлтерĕшĕ мĕнлерех?

— Чăваш Ен кăçал 105 çул тултарать. Вăрмар округĕ — пирĕн юрат­нă республикăн, унăн чаплă историйĕн пайĕ. Эпир хамăр Вăрмар тăрăхĕпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата республика Правительстви пулăшнипе 2020-2024 çулсенче Вăрмар муниципаллă округĕнче экономика енĕпе те, инфратытăм енĕпе те çитĕнÿсем са­хал мар тунă. Вăрмар округĕ кунта пурăнакан халăхшăн хăтлă вырăн пултăр тесе ăна малалла аталантарассишĕн тăрăшнă. Пилĕк çул хушшинче, çавăн пекех кăçалхи ĕçсене шута илсен те, 66 километр çул-йĕре юсанă. Нумай хваттерлĕ 36 çурт территорине хăтлăлатнă.

Вăрмар округĕнчи социаллă сферăн мероприятийĕсен тĕллевĕ — халăхăн пурнăç шайне ÿстересси, сывлăхне упрасси тата лайăхлатасси, вĕрентÿпе культура шайне ÿстересси, сахал тупăшлă граждансене пулăшасси. Пилĕк çул хушшинче вĕрентÿре 12 объекта 382 млн тенкĕлĕх юсанă, хăтлăлатнă тата çĕнетнĕ. Пирĕн аграрисем пулăшнипе ача сачĕсенче 6 агролаборатори уçнă. Муниципалитетра «Инженерипе техника класĕсем» проект пурнăçланать, профильлĕ классем, агроклассем ĕçлеççĕ.

Физкультурăпа спорта аталантарма А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулне тĕпрен юсанă. Ун çумĕнчи территорине 72 млн тенкĕлĕх хăтлăлатнă, футбол вылямалли уй строительствине пурнăçланă. Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕн программи шайĕнче 2024 çулта спорт шкулĕн воспитанникĕсене илсе çÿреме автотранспорт туяннă.

Культура сфери те çĕнелет. Модульлĕ 6 клуб, 1 культура çурчĕ хăпартнă. 10 культура объектне юсаса çĕнетнĕ. «Культура» наци проекчĕ шайĕнче пĕлтĕр куçса çÿрекен нумай функциллĕ культура центрĕ — автоклуб туяннă. Хальхи вăхăтра Кивĕ Вăрмарта 150 вырăнлăх культура çурчĕн строительстви пырать. Ĕçсен хакĕ 108 млн ытла тенкĕпе танлашать.

Сывлăх сыхлавĕн сфери пирки калас пулсан, поликлиника çурчĕн, ача-пăча консультацийĕн тĕп юсавĕсене пурнăçланă, çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Модуль­лĕ 5 çĕнĕ ФАП хăпартса лартнă, халĕ Вăрмар округĕнче кун пек ФАПсен шучĕ 13-пе танлашнă /пурĕ вĕсем 21\. Арапуç ялĕнче врач амбулаторийĕн, Энĕшпуç ялĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн строительствисене пурнăçланă. Ра­йон больницине медицина службин 8 автомобилĕпе, 27 млн тенкĕлĕх медицина оборудованийĕпе тивĕçтернĕ.

Пуçарулăх бюджечĕн программи халăх хушшинче анлă сарăлнă. Пилĕк çул хушшинче 169 млн ытла тенкĕлĕх 207 проект пурнăçланă. Çав шутра автомобиль çулĕсене, шыв пăрăхĕсен сечĕсене, тарасасене юсанă, ача-пăча площадкисем тунă. Пуçарулăх проекчĕсене пурнăçлассипе пирĕн муниципалитет республикăра чи лайăххисен шутĕнче. 2025 çулта 60,0 млн ытла тенкĕлĕх 60 проект пурнăçлама планлатпăр.

«Хăтлă хула хутлăхне тăвасси» программа шайĕнче Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану паркне, çавăн пекех тĕп площаде хăтлăлат­нă. Халĕ вĕсем халăх кăмăллакан вырăнсем пулса тăнă.

Пилĕк çул хушшинче 35 пин тăваткал метр çурт-йĕр хăпартнă. 73 çемьене çурт-йĕр сертификачĕсем панă, çав шутра СВО участникĕсен 7 çемйине те. 17 çемьене авариллĕ çурт-йĕр­тен куçарса пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшнă. 54 тăлăх ачана çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Нумай ачаллă 103 çемьене çĕр участокĕсемпе сертификатсем панă.

— Экономикăн промышленноç тата АПК секторĕсем мĕнле аталанса пыраççĕ?

— Экономикăн промышленноç секторĕ активлă аталанать. Çулсерен çĕнĕ производсто хăвачĕсем хута каяççĕ, ку секторта ĕçлекенсен шучĕ ÿсет. 2024 çулта предприятисем 945 млн тенкĕлĕх продукци ăсатнă /танлаштарма: 2019 çулта — 171 млн тенкĕлĕх\. «Аквапром» тулли мар яваплă обществăн ĕçĕ-хĕлне уйрăммăн палăртса хăварас килет. Юлашки пилĕк çул хушшинче кунта 4 пин тăваткал метр производствăпа складсен помещенийĕсене хута янă, тĕп капитала 300 млн ытла тенкĕ инвестициленĕ, ĕçлекенсен шучĕ 5 хут ÿснĕ. Чăваш Енĕн 2024 çулхи январь-июль уйă­хĕсенчи социаллă тата экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, продукци ăсатассипе Вăрмар округĕ 2-мĕш вырăн йышăннă. Республикăри промышленноç предприятийĕсем хушшинче «Аквапром» продукци туса кăларассипе пысăк ÿсĕмпе палăрнă. Предприяти продукцине хамăр çĕршыври регионсене кăна мар, Белоруссине те, Казахстана та, Узбекистана та ăсатаççĕ.

photo 2025 06 20 09 35 23Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев кăçалхи март уйăхĕнче Вăрмар округне ĕçлĕ визитпа килнĕ май «Аквапром» — Вăрмар округĕн тата Чăваш Енĕн ÿсĕмпе аталану вырăнĕ пулнине, патшалăх «Аквапрома» кÿрекен пулăшу хăйĕн çимĕçне пани унăн ла­йăх кăтартăвĕсемпе çирĕпленнине каларĕ. Малалла аталанма çитес 5 çулта 450 миллион тенкĕ инвестицисем илĕрт­ме планланă. Ку тĕллеве Чă­ваш Республикин социаллă тата экономика аталанă­вĕн Комплекслă программине кĕрт­нĕ, унта «Аквапрома» проект-драйвер тесе палăртнă.

Социаллă тата экономика лару-тăрăвĕн стабильлĕхĕ АПК комплексĕ эффективлă ĕçленинчен те сахал мар килет. 2024 çулта хуçалăхсен мĕнпур категорийĕсем 2 млрд тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ туса илнĕ /2019 çултипе танлаштарсан — 137%\. 14 404 гектар çĕр çинчен 42 пин тонна тырпул пухса илнĕ. Çĕр улмине 434 гектар çинчен 14 пин тонна пуçтарнă. Хăмла çитĕнтерессипе вара Вăрмар округĕ Чăваш Республикинче 2-мĕш вырăн йышăнать.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе аталантарасси хальхи вăхăтра пирĕн округшăн малти вырăнта. Çавăнпа хăйсем çине ĕçлекенсемпе, харпăр хăйсен хуçалăхĕсене тытакансемпе, хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе тачă ĕçлесе вĕсене аталантарма тăрăшатпăр. Акă, хăйсем çине ĕçлекен 140 çын виçĕ çулта 16 млн ытла тенкĕ субсиди илнĕ.

Ял хуçалăх техникине çĕнетесси ăнăçлă пулса пырать. Патшалăх пулăшнипе пилĕк çул хушшинче 643 млн ытла тенкĕлĕх 270 единица техника туяннă.

Тепĕр хутчен палăртатăп, харпăр хăй ĕçне пуçарса яракансене патшалăх енчен укçа-тенкĕ уйăрса пулăшаççĕ. Тĕс­лĕхшĕн Анаткас ялĕнче пурăнакан, ешĕл çимĕç çитĕнтерессипе ĕçлекен Альбина Ивановнăпа Олег Иванович Максимовсен çемйине илер. 2020 çулта Олег Иванович районĕпе пĕрремĕш харпăр хăй çине ĕçлекен пек /вырăсла - самозанятый\ регистрациленнĕ, çемьепе ĕçлекен ĕçне официаллă майпа йĕркелесе янă, 250 пин тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçнĕ ун чухне. 2023 çулта вара Альбина Ивановна та харпăр хăй çине ĕçлекен пулса регистрациленме шутланă. Юратнă ĕçне малалла аталантарма ăна патшалăхран 350 пин тенкĕ панă.

— Вăрмар округне малалла аталантармалли тĕллевсемпе паллаштарăр-ха.

— Пирĕн тĕп тĕллев — Вăрмар округĕнчи экономика лару-тăрăвне лайăхлатасси, ентешсене хăтлă условисемпе тивĕçтересси. «Аквапром» тата «Русские насосы» пысăк предприятисем çумĕнче 14 резидентлă индустри паркĕ тума планлатпăр. Ку предприятисем промышленноç продукцийĕ туса кăларассипе ĕçлĕç. Хальхи вăхăтра РФ Промышленноçпе суту-илÿ, Экономика аталанăвĕн министерствисем урлă индустри паркĕсем тума паракан федераци укçи-тенкине илме заявка хатĕрлетпĕр. Пĕтĕм округăн Мастер-планне тума контракт пуснă.

photo 2025 06 20 09 36 05Экономикăна ăнăçлă аталантарма квалификациллĕ кадрсем кирлĕ. Çавăнпа Вăрмарта Чăваш Республикинчи мĕн­пур аслă вĕренÿ заведенийĕн представительствисене уçма йышăннă. Çавăн пекех уйрăм техникум уçма та планланă. Ку тĕллев шайĕнче эпир Раççей ăслăлăхсен академйĕпе тачă ĕçленĕ, çавна май Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул Раççей ăслăлăхсен Академи­йĕн никĕсĕнчи шкул статусне тивĕçнĕ. Çапла округра муниципалитет экономикине тивĕçтерекен кадрсене хатĕрлекен вĕрентÿ кластерĕ йĕркеленет.

Муниципалитета аталантарма малта пыракан иде­йăсемпе тата практикăпа усă курма тăрăшатпăр. Ертсе пыракан федераллă экспертсене илĕртессипе Вăрмар округĕнче мероприятисем иртеççĕ, вĕсем пире тĕп тĕллевсене палăртма пулăшаççĕ. Юлашки уйăх хушшинче пирĕн патăмăрта Раççей ăслăлăхсен Академийĕн специалисчĕсем, муниципалитетсене аталантарассипе ĕçлекен ертсе пыракан экспертсем, РФ Экономика аталанăвĕн министерствин представителĕсем пулнă.

Халăха хăтлă тата ырă условисемпе тивĕçтересси хальхи вăхăтра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине ăнланатпăр, çавăнпа проект тăвакансен пулăшăвĕпе усă куртăмăр. Вĕсем темиçе проект та хута янă: «Патриот» кану паркĕ, суту-илÿпе кану комплексĕ, туризма аталантармалли проект, инфратытăмăн ытти объекчĕсем те тимлĕхре.

Паллах, муниципалитет бюджечĕ пысăках мар, çавăнпа муниципалитет командине грант илмелли заявкăсем хатĕр­леме вĕрентессипе ĕçлетпĕр. 105 заявка ха­тĕр­лерĕмĕр, вĕсенчен 59-шĕ грант илме тăратма хатĕр. Пĕр­ремĕш çитĕнÿсем пур та ĕнтĕ: темиçе шкул тата объектсем стадионсене, площадкăсене юсама, территорие хăтлăлатма укçа-тенкĕ çĕнсе илнĕ.

Çапла майпа Вăрмар муниципаллă округĕ хăтлă хула хутлăхне аталантарассипе, инвестицисене илĕртессипе, экономикăн çирĕп аталанăвне тивĕçтерме условисем тăвассипе комплекслă ĕçлеме тăрăшать. Çак çул-йĕр ăнăçлă пуласса, муниципалитет малалла аталанса чечекленессе ĕненетпĕр. Чăваш Респуб­ликин Правительстви пулăшнипе, халăхпа пĕр шухăшлă пулса вăй хунипе эпир мĕнпур тĕл­левсене пурнăçлама пултарăпăр.

Ирина ДАНИЛОВА калаçнă

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика