Вăрçă, шутласа пăхсассăн, çĕр çинче кашни ăрурах пулса иртекен киревсĕр, путсĕр пулăм. Хамăрăн аслă асатте-кукаçсене илес пулсан, вĕсен кун-çулĕсенче вырăс халăхĕн, чăвашăн та, Япони çĕршывĕпе çапăçма тÿр килнĕ. Унтан – Пĕрремĕш тĕнче вăрçи.
Ватăсем каласа кăтартнă тăрăх, пирĕн Эçпепе ялĕнчен 1914-1920-мĕш çулсенче вăрçă хирне арçынсемпе яшсем кашни килтенех тухса кайнă. Вăрçăн пĕрремĕш виçĕ çулĕ хушшинче, паллă, 15 миллион çурă çын вăрçа хутшăннă. Чылайăшĕ çапăçу хирĕнчен каялла тăван килне таврăнайман, вĕсен шăписем çинчен те уççăн палăртса хăварма пĕлеймĕн. Хыççăнах, лăпланса, çирĕпленсе ĕлкĕреймесĕрех, халăх вăрçи чылай инкек илсе çитерет.
Пĕр ăрура пулса иртекен вăрçă тепĕр ăрушăн та пысăк йĕр, улшăну хăварать. Сăмах-юмах хамăр ял, йăх-тĕп çыннисем тавра пулĕ. Вĕсен тертлĕ пурнăçĕ, телейсĕр шăпи... Вăрçă, вăрçă. Атăл Пулкарçи вăхăтĕнче монгол-тутарсенчен тÿсмелле мар шар курнă чăваш халăхĕ. Пирĕн ял питĕ авалхи ял пулни çинчен çырнăччĕ ĕнтĕ. Ĕлĕк-авал чылай ял пĕр-пĕр несĕл çыннисем аталанса, ÿссе пынине пула йĕркеленнĕ. Çавăнпа та, çĕршер-çĕршер çул иртсен те, ялта ытларах пĕр йăх-тĕп çыннисем пурăннă, пурăнаççĕ. 1237-мĕш çулсенчен ялта тутарсен сотня /çар подразделенийĕ\ тăнă пулнă. Вăл вăхăтран сыхланса юлнă Ашпатман ят çинчен ватăсенчен, тĕпчевçĕсенчен пĕрре çеç илтмен. Чăвашсене тутарлатса яни тата ытти те... Темиçе çĕр çул чăтса пурăннă вĕсен пусмăрне чăвашсем, çавăн пекех урăх халăхсем те.
Аннен Таисия Георгиевна Николаевăн йăхне илес пулсан, вĕсене ялта Юс йăхĕ тенĕ. Ку тĕпрен Кăпшарсем, Парăшсем, Шÿрекесем тата малалла ыттисем те аталаннă. Вĕсем çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе ĕçлесе пурăннă. Тачă çĕрĕсем хальхи Кивĕ Вăрмар, Кĕтеснер ял çĕрĕсенче, Тăвай, Елчĕк енче те пулни çинчен пĕрре мар каласа кăтартнă ватăсем. Кĕçĕн Кăпшар çырми вăрмарсен уйĕнче, Аслă Кăпшар çырми кĕтеснерсен уйĕнче вырнаçнă. Вăл çырма ячĕсем историнче çирĕппĕн сыхланса юлнă. Ĕлĕк-авал çырма хĕрринче вырнаçнă çĕрсенче пирĕн йăх-тĕп çыннисем ĕçлесе пурăннă пулнă. Вăл вăхăтра çавăн пек пулнă.
Аттен йăх пуçĕ вара – Сайпулла. Вăл Сименкке /Симентей\, Йарук /Яритей\ кил-йышĕсемпе вăрман чăтлăхне, çырма хĕрне килсе вырнаçнă, яла сарнă. Вĕсен те пурнăçĕ ытларах çĕр ĕçĕпе çыхăннă пулнă. Çĕр лаптăкĕсем Кĕтеснер ялĕ çумĕнче, Чупай ялĕ çумĕнче, ытти çĕрте те пулнă тетчĕç. Симентей уйĕ. Йарука çырми ятсем хăйсемех калаççĕ ун çинчен. Халь пурăнакан мăнукĕсем, хăйсен несĕл çыннисем вăл уйсенче, çырма хĕррисенче ĕçленине каласа панине аван астăваççĕ. Сайпулла хальхи пирĕн ял вырăнне куçса килнине йăхри çынсем «вăл ялăн чăвашлăхне сыхласа хăварассишĕн куçса килнипе» çыхăнтараççĕ. Ахăртнех, ĕç-пуç чăваш халăхĕ вырăс халăхĕпе пĕрлешнĕ саманара пулса иртнĕ, 1551-мĕш çул хыççăн. Пулăмсем каллех вăрçăпа çыхăннă. Чăтса, тÿссе пурăнайман ĕнтĕ малтан хăватлă пурăннă чăваш халăхĕ ют çынсен пусмăрне. Ятне-шывне, йăли-йĕркине каялла тавăрнă, хăйсен аслă ăрури тăванĕсен тĕрĕс, çирĕп çулĕпе утнă. Паллă, хирĕçÿсĕр вăл япала пулайман ĕнтĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи те пирĕн йăхри çынсемшĕн чылай инкек, нуша илсе çитернĕ. Тăвансенчен нумайăшĕ вăрçă хирне выртса юлнă, каялла яла таврăнайман.
Юспа Сайпулла йăхĕсем таврара хисеплĕ, çирĕп пурăнакан йăхсем шутланнă, çавăнпа чылайăшне кăсăклантарнă. Вăл вăхăтра, хальхи пекех, ĕçлесен кашни çавăн майлă пурăнма пултарнă. Вăхăт иртнĕçем çынсем хутшăнсах пынă, ял сарăлнă. Калас пулать, атте, Василий Николаевич Николаев, темиçе ăрури тĕпре пурăннă пулнă тăванĕсен ячĕсене пĕлнĕ, пире каласа хăварнă. Аван пурăннă, ачисем çитĕнсе çитсе çемье çавăрас тесен çирĕп пурăнакан йăхпа тăванланма тăрăшнă. Хĕрĕсене качча пама ашшĕ-амăшĕсем хăйсемех калаçса татăлнă. Йăли çапла пулнă. Аслă асаттен, Харитон Никитич Сайпулловăн çемйинче икĕ ывăл та виçĕ хĕр ÿссе çитĕннĕ.
1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Хăрушă, вăраха тăсăлнă вăрçă. Йăхри арçынсемпе яшсем пĕр çын пек Тăван çĕршыва сыхлама тухса каяççĕ. Юс /маларах Юсуп е Асып\ йăхĕнчи Кăркка пиччен ачисем Степан Григорьевичпа Михаил Григорьевич Барышниковсем вăрçа хутшăнаççĕ. Степан Григорьевич çапăçура тăшманпа çапăçса вилет, Михаил Григорьевич, 1939 çултах хĕсмете кайнăскер, вăрçăн пĕрремĕш çулĕнчех хыпарсăр çухалать. Андрей Семенович Семенов вăрçăра инвалид пулса юлать. Çĕнтерÿ хыççăн килне икĕ туяпа таврăннă. Георгий Семенович Семенов /кукаçи\ вăрçăн çулăмлă çулĕпе утса, Кенигсберг хулишĕн çапăçса вилет. Прусси çĕрĕ çинчех выртса юлать. Кăпшар, Чирĕк, Шÿреке йăхĕсем... Вĕсемшĕн те вăрçă ыррине илсе килмен. Кăпшарсем Пĕчĕк Анаткасра урам тăршшĕпе пурăннă пулнă, пурте вăрçа тухса кайнă. Вăрçă хыççăн вăл йăхра арçынсем юлман тесен те йăнăш пулмасть. Вăрçăран яла таврăнайман, унтах выртса юлнă, çавăнпа тахçан питĕ вăйлă пулнă йăх сайралса юлать. Ялта хĕрарăмсемпе ачисем çеç тăрса юлаççĕ. Петр Александрович Александров вăрçă хирне 1940 çулта тухса каять, 1945 çулта унпа çыхăну татăлать. Ашшĕ, Александр Николаевич Чириков, Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, вăрçăра çапăçса вилнĕ.
Сайпулла йăхĕсем пирки çырас пулсан, Михаил Харитонович Харитоновăн /Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă\ килĕнчен çĕршыва сыхлама виçĕ ывăлĕ тухса кайнă. Алексей Михайлович çапăçура аманнă хыççăн госпитальте сипленет. Лайăх сывалса çитейменнине пула 1945 çулта киле яраççĕ. Чылай асапланнă хыççăн 1947 çулта вăл çĕре кĕрет. Борис Михайлович хĕсмете 1940 çулта тухса каять. Тăватă çул хушши тăшмансемпе çапăçать, 1944 çулхи май уйăхĕнче хыпарсăр çухалать. Николай Михайлович вăрçăн тумхахлă та хаяр çулĕсемпе тăшмана Берлина çити хăвалать. Тăшмана çĕнтернĕ хыççăн тăван яла таврăнать, анчах та чылая пымасть тăванĕсен, ашшĕ-амăшĕн савăнăçĕ. 1945 çултах, çапăçура лекнĕ сурансене пула, сывалаймасăр, ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлса каять. Михаил Харитоновичăн виçĕ ывăлĕ те купăсçăсем пулнă. Вăйăçсене вăл вăхăтра ялта, таврара хисепленĕ. Ватăсем каласа кăтартнă тăрăх, Николай Михайлович çав тери сывах мар пулсан та, мĕн виличчен çамрăксене вăйăра купăс каласа савăнтарнă. Вăрçăра та вăл ялан купăспа çÿренĕ, выляса салтаксене хавхалантарнă.
Харитонов Николай Харитонович /асатте\ Пĕрремĕш тĕнче вăрçине, революцисене, халăх вăрçине хутшăннă пулнă. Сывлăхĕ çирĕпех пулманнине пăхмасăрах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те паттăррăн çапăçать. Вăл сапер пулнă. Курскпа Орлов пĕккишĕн çапăçнă чухне вилмеллех амантаççĕ. Орловск облаçĕнчи Каргашинка ятлă ялта выртса юлать. Ывăлĕсем: Василий Николаевичпа Михаил Николаевич ирсĕр тăшмана Берлина çити каялла хăваласа килне Çĕнтерÿпе таврăнаççĕ.
Надежда НИКОЛАЕВА-ТАЯВАÇ
Вăрмар поселокĕ
