Тикашри «Большевик» колхоз шоферĕ Павел Семенович Кудров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тепĕр куннех фронта тухса кайнă. Рыбинск хулинче шоферсенчен тин кăна йĕркеленнĕ артиллери полкне лекнĕ.
Смоленск çывăхĕнчи çулсем çинче полк çийĕн нимĕç самолечĕсем вĕçе-вĕçе иртсе бомбăсем нумай пăрахнă, малалла куçма пысăк чăрмав кÿнĕ. Август уйăхĕн вĕçĕнче полкран суйласа илнĕ шоферсен ушкăнĕ Новое Дугино хулине пырса çитнĕ, Павел Кудров çар службине пурнăçлакан 462-мĕш автобатальон октябрĕн 4-мĕшĕнче çапăçăва кĕнĕ. Бомбăсем ÿкнине, минăсем çурăлнине пăхмасăр автомашинăсем малти линине кунĕн-çĕрĕн оборонăна çирĕплетмелли çар хатĕрĕсем, апат-çимĕç продукчĕсем турттарнă.
Вăрçăн малтанхи кунĕсенче тан мар çапăçусенче пирĕн çарсен пысăк çухатусем тÿссе каялла чакма тивнĕ. Нимĕçсем Мускав патнех çывхарнă. 1941 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар нимĕç фашисчĕсене хирĕç контрнаступлени пуçланă, ирсĕр тăшмана Мускав патĕнче тытса чарма, ăна сирсе ывăтма пултарнă. Çар заданийĕсене вăхăтра тата чыслă пурнăçланăшăн П.С.Кудров «Мускава хÿтĕленĕшĕн» медале илме тивĕçлĕ пулнă.
Пĕррехинче Павел Семеновичăн машини мина çине пырса кĕнĕ, сывлăш хумĕ ăна айккине ывăтса янă. Йывăр аманнă салтака госпитале ăсатнă. Сипленсен каллех — рейса, руль умне. Анчах контузи йĕр хăвармасăр иртмен, ăна васкавлă операци тума тивнĕ. Икĕ уйăх выртнă вăл госпитальте.
Вăрçă çулĕ вутпа çулăм витĕр малалла тăсăлнă. Павел Семенович Польшăна ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă. Унăн машини Берлин хули витĕр тухса Балтика тинĕсĕ хĕрне çитнĕ, Çĕнтерĕве çавăнти пĕр хулара кĕтсе илнĕ. Çав саманта вăл тăватă çул кĕтнĕ. Кашни кун вилĕмпе куçа-куçăн тăнă. Йывăр та хăрушă заданисене пурнăçланă чух çухалса кайман, кăткăс лару-тăрăва пĕр тăхтаса тăмасăр тĕрĕс йышăнусем тума пĕлнĕ, тимлĕхе саманта та çухатман. Рейса тухма хатĕр пултăр тесе машинăна тĕрĕслесех тăнă, ăна юсавлă тытма тăрăшнă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн П.С. Кудрова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă.
Тăван тăрăха Çĕнтерÿ салтакĕ 1946 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче çаврăнса çитнĕ. Мирлĕ пурнăçра пысăк хастарлăх кăтартнă, «За коммунизм» колхозра шофер, тракторист, комбайнер, машинăпа трактор мастерскойĕн заведующийĕ пулнă, районти чи лайăх механизаторсенчен пĕри пулнă. Юлашки çулĕсенче юсав бригадин бригадирĕнче ĕçленĕ. Трактор паркĕнчи мастерскойра ĕç вĕресе кăна тăнă, культиваторсемпе сеялкăсене, плугсемпе сÿресене ĕçе тухма вăхăтра хатĕрленĕ.
П.С. Кудров, 1915 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче çуралнăскер, 16 çултах трактор рулĕ умне ларнă, ялти пĕрремĕш механизатор пулнă, çĕршер гектар çĕр сухаланă, акнă-вырнă, вуншар çынна механизатор специальноçне илме пулăшнă. Мăшăрĕпе Анастасия Егоровнăпа /вăл пурнăçне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ\ пĕр хĕрпе икĕ ывăл пăхса ÿстернĕ. Ачисем специальноç енĕпе ашшĕ çулĕпе кайнă, пултаруллă шофер-механизатор пулса тăнă. Пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă.
Хĕрĕ Зоя Павловна малтан плугарьте, унтан 10 çул ытла «Беларус» тракторпа ĕçленĕ, çемьеллĕ пулсан фермăна дояркăна куçнă. Ĕçри хастарлăхшăн нумай Тав хучĕпе хаклă парнесене тивĕçнĕ. Механизатор ĕçне лайăх вĕренсе çитме ăна ашшĕ пулăшнă. «Пирĕн атте усал сăмах каласа курман, çынпа урлă-пирлĕ пулман, йăваш та ырă кăмăллă, лăпкă çын пулнă», — тет вăл. Мăшăрĕпе Илья Ивановичпа вĕсем 4 ача çитĕнтернĕ. Ачисенчен асли Николай Ильич çемйипе Вăрмар поселокĕнче пурăнать, районти ветеринари станцийĕнче водительте ĕçлет. Унăн мăшăрĕ Людмила Кимовна нумай çул Тикашри ветеринари пункчĕн заведующийĕ пулса тăрăшать. Зоя Павловнăн тепĕр ывăлĕ Валерий те водитель, автобуспа пассажирсене турттарать, мăшăрĕ Людмила Витальевна Вăрмарти ача-пăча пултарулăх çуртĕнче ĕçлет. Тепĕр икĕ ачи Надеждăпа Вячеслав хăйсен çемйисемпе Мускавра пурăнаççĕ. Шел, Зоя Павловнăн мăшăрĕ Илья Иванович 44-рах пурнăçран уйрăлнă. Вăрçă ачи, ĕç ветеранĕ Зоя Павловна вара нумай пулмасть 89 çул тултарчĕ.
Павел Семенович Кудровăн тепĕр ывăлĕ Вячеслав Павлович нумай çул районти «Сельхозтехника» пĕрлешÿре вăй хунă. Вăл техникăна вăйлă пĕлекен ăста специалист пулнă, механик-диагностик тивĕçĕсене пурнăçланă. СХТ хупăнсан район администрацине куçнă. Шел, паянхи кунччен пурăнса çитеймерĕ. Унăн мăшăрĕ Алевтина Андрониковна чылай çул Вăрмар райповĕнче ĕçленĕ.
Павел Кудровăн тепĕр ывăлĕ Валерий Павлович тăван ялтах юлнă, хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Районти, республикăри паллă механизаторсенчен пĕри пулнă. Çамрăкранах тăван уй-хирте çилпе, хĕвелпе пиçнĕ, тыр-пул туса илнĕ. Районти комбайнерсем хушшинче «Вырмари паттăр» ята тивĕçнĕ. «Районти чи лайăх механизатор», «Республикăри чи лайăх комбайнер» хисеплĕ ятсемпе чыс тунă ăна. Мăшăрĕ Галина Петровна ялти шкулта ачасене вĕрентнĕ.
П.С. Кудров 1974 çулхи майăн 9-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайрĕ. «Мĕн тери ĕçчен те сăпайлă, хастар, çынсемпе яланах ăшă кăмăллă, таса чун-чĕреллĕ çын пулнă», — теççĕ ăна астăвакансем. Вун-вун çул иртнĕ пулин те ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем унăн çутă сăнарне асра тытаççĕ, ял-йыш та ырăпа асăнать.
Галина МАТВЕЕВА
