Районти тĕш-тырă çитĕнтерекен пур хуçалăхсенче те хĕрсе кайса вырма пырать. Унта та кунта комбайнсем хыçран тусан кăларса çитĕнсе çитнĕ сап-сарă тырă пуссисене парăнтараççĕ. Унта та кунта тырă тиенĕ прицеплă КамАЗсемпе автомашинăсем складсемпе амбарсене, элеваторалла вĕçтереççĕ. Ĕç вĕресе тăрать. Çуллахи çанталăкăн кашни минучĕ паха фермерсемшĕн. Тырă аван пиçсе çитнĕ кăçал, типĕ кĕрет. Тухăçĕ те аваннине палăртаççĕ пулас çăкăра çитĕнтерекенсем.
Пысăк Енккассинчи пĕртен-пĕр хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Вячеслав Михайлович Сергеев августăн 11-мĕшĕнче илсе тухрĕ хăйĕн «Енисей» «карапне» уя. Усă куракан çĕре 160 гектар таранччен чакарнă вăл. Урпа, тулă, нумай çул ÿсекен курăксем йышăнаççĕ çак лаптăка. Кунсерен вăтамран 10 бункер тырă кĕрет склада. Кайран ăна складрах алламалла пулĕ. Тăванĕсемпе пĕрле ĕçлет Вячеслав Михайлович. «Çĕр çинче ĕçлеме ансат мар, ни пуяймастăн, ни выçă вилместĕн», - шÿтлет вăл. — Комбайн юсамалли саппас пайсем мĕнлерех хаклă тата. Тырă тухăçĕ аван кăçал, апла пулин хакĕ те йÿнĕрех пулĕ. «Тырă сахал пулнă çулсенче лайăхрах та пире, хакĕ пысăкрах», - тетчĕ ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Станислав Александрович Калягин», - аса илчĕ хисеплĕ фермерăн сăмахĕсене Вячеслав Сергеев. Вячеслав Михайлович хăйĕн мăнукне, шкул ачине, пур ĕçе те хăнăхтарать.
Малалла эпир пирĕншĕн çĕнĕ çынпа - Андрей Казаку фермерпа тĕл пулса калаçма çул тытрăмăр. Молдови çынни, Раççей гражданинĕ Пысăк Енккасси, Энĕшпуç, Арапуç ял тăрăхĕсенчи пурĕ пĕрле усă курман 250 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсе янă, кĕрхи тулă акса хăварнă. Хăй вăл çемйипе Энĕшпуçĕнче пурăнать. Эпир пынă вăхăтра шăпах Атайкасси ялĕ çывăхĕнчи уйра «Цефей» кĕрхи тулă выратчĕç. Унсăр пуçне «Скипетр» ятлă кĕрхи сорт та çитĕнсе çитнĕ, хăй вăхăтне кĕтет. Андрей Казаку вырăсла калаçать, кăçал вăл чылай çул усă курман çĕрсене ĕçлеттерсе янăранпа пĕрремĕш тухăç илет. Тырра тÿрех упрама Вăрмарти тырă йышăнакан пункта ăсатаççĕ. Кунсерен 160-180 тонна тулă пухăнать. Тухăç вăтамран пĕр гектар пуçне 60 центнерпа танлашать. Уйра ĕçлекенсене вĕри апат илсе тухса çитереççĕ. Ку ĕçре хуçалăх пуçлăхĕн мăшăрĕ харсăрлăх кăтартать.
Тырă пуссипе мăнаçлăн иртсе пыракан хальхи йышши комбайнăн чарăнса тăма та вăхăт çук. Тара илнĕ техникăшăн кашни минучĕ шутра, чарăнса тепĕр хутчен тапранма та вăхăт çук. Йывăçсем, тĕмсем ÿсекен пăрахăçланă çĕрсене ĕçлеттерсе ярса тухăç туса илес ĕç тăкаклă паллах. Андрей Казаку палăртнă тăрăх, тырра пухса кĕртсессĕн малашнехи тĕллевсем валли пĕтĕмлетÿ тума май пулĕ.
Э.МИХАЙЛОВА.