Тикаш ял тăрăхĕнче çĕрпе ĕçлекен хуçалăхсем чылай, вĕсенчен пĕри вăл 2006 çулта йĕркеленнĕ «Передовик» агропромышленноç комплексĕ. Унăн руководителĕ - ялта мĕн ачаран çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе, уçă сывлăшпа çирĕпленсе, техникăна юратса ÿснĕ Виктор Федорович Кандаков. Хальхи вăхăтра тĕп хулара пурăнать пулин те, чунĕпе вăл чăн-чăн ял çынни. Пысăк хуçалăх тытса тăнă май хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче, канмалли кунсенче тăван Тикашра — ял халăхĕпе пĕрле. Виктор Федоровичăн пурнăçĕнче тăван çĕре юратни, патриотлăх туйăмĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Ашшĕ çулĕпе пырать вăл тесен те тĕрĕсех. 1956-1964 çулсенче унăн ашшĕ Федор Иванович Кандаков Тикашри «Герой», «Сталин ячĕллĕ», «За коммунизм» колхозсен председателĕ пулнă, хуçалăх çак çулсенче районта чи малтисен ретĕнче пулнă. Виктор Федорович та, çемьере кĕçĕн ывăл пулнăскер, анлă тавракурăмлă, мал ĕмĕтлĕ пулса çитĕннĕ. Паянхи кун вăл ура çинче çирĕп тăракан руководитель. Паллах, ял халăхĕсĕр, шанчăклă та ĕçе парăннă çынсемсĕр пысăк лава туртаймăн. Хуçалăхра ĕç хыççăн ĕç. Халĕ акă хĕрсе кайса çĕрулми пуçтараççĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» ани çинче кунсерен Тикаш, Хĕрлĕçыр, Мăнçырма, Шăхаль ялĕсенчи, Вăрмар поселокĕнчи çынсем пуçтарăнаççĕ. Поселокра пурăнакансене Тикаш ял çынни Валерий Ильич Иванов хăйĕн техникипе илсе çитерет ĕç вырăнне, хыççăн каялла. Ку пысăк пулăшу пулнине палăртать Виктор Федорович.
Пилĕк авса кунĕпе алăпа çĕрулми пуçтарасси, тулли михĕсене тиесси çăмăл мар, анчах та çын ĕçне тивĕçлĕ хаклани пурне те хавхалантарать. Кашни ĕç кунĕ хыççăнах алăран укçа парать вĕсене Виктор Кандаков, кăнтăрла вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Çакăн валли хуçалăхра ятарлă столовăй пур. Кунта вĕри апат хатĕрлеççĕ, çав шутра яшка, иккĕмĕш апат, икĕ тĕрлĕ салат, вĕри чей. Столовăйĕнче Галина Михайловна Жирнова ĕçлет. Çăвĕпе килте ÿстерсе çитĕнтернĕ пахча-çимĕçĕпе, улми-çырлипе, консервăланă продуктсемпе тивĕçтерет çынсене апатлантарма. «Çулла ÿркенмелле мар кăна, вара йăлтах пулать», - тет Галина Михайловна. Çĕрулми ани çинче ĕç вĕресе тăнă вăхăтра столовăйĕнче тутлă яшка вĕреме кĕрет вăл тăрăшнипе. Уйра çĕрулми йăранĕсем çинче ăмăртмалла ĕçлеççĕ, шултрине сеткăсем çине, вăрлăхне – шурă михĕсене тултарса пыраççĕ. Тăрăшса ĕçлекенскерсене ятран палăртса хăварни те вырăнлă, вĕсем хушшинче: Кабакова Людмила, Ларионова Зоя, Молостовкина Анна, Ильин Александр, Сергеева Раиса, Кабакова Елена, Гурьева Нина, Коршунова Алевтина, Елизавета Федорова, Черкасова Ольга, Ленская Лариса, Михайлова Галина, Григорьева Тамара, Нарсова Светлана, Харитонов Сергей, Деряков Александр, Митрофанов Валерий тата ыттисем те. Кашни çулах хутшăнаççĕ вĕсем çак ĕçе.
Кăнтăрла хыççăн михĕсене тиесе склада турттарма тытăнаççĕ. Çĕрулмине курттăммăн туянса каякансем йышлă, яланхи клиентсем пысăк автомашинăсемпе Хусантан, Саратовран килеççĕ. Уйран турттарса кĕнĕ продукт вăхăтлăха типтерлĕн складра упранать, кунтах кăçалхи тырă та хăйĕн вăхăтне кĕтет. Çÿллĕ складра икĕ енĕпе те пысăк сăртсем евĕр тырă куписем мăнаçлăн выртаççĕ. Тырă шăрши тăрать. Çу каçипе ĕçлени сая кайман. Виктор Федорович хăйĕн хуçалăхĕпе утса çаврăннă май хăй ĕçĕпе кăмăллă пулни палăрать, ирĕклĕ туять вăл хăйне ялта. «Ялта ĕç пулсан çынсем хавхаланса ĕçлеççĕ», - тет Виктор Федорович.
«Передовикре» пур ĕçе пурнăçлама та техника çителĕклĕ. Кăçал ăна упрама арккăллă çĕнĕ пысăк склад хăпартса лартнă.
Виктор Федоровичăн ывăлĕ Дмитрий Викторович та ашшĕпе пĕрле тăрăшать хуçалăхра. Апла пулсан Тикашра ял хуçалăх ĕçченĕсен – Кандаковсен династийĕ малалла тăсăлать.
Э.МИХАЙЛОВА.