Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ĕçлĕ визитпа Вăрмар район тăрăхне çитсе курчĕ. Михаил Васильевича Энĕшпуç ял тăрăхĕнче Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев,ЧР Строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Петров тата ытти яваплă çынсем кĕтсе илчĕç.
Ĕçлĕ çулçÿрев Энĕшпуçĕнчи пушар хуралĕн чаçĕнчен пуçланчĕ. Республика Пуçлăхĕ пушар хуралĕн чаçĕ мĕнлерех ĕçлесе пынипе паллашрĕ, пушар хуралĕн сотрудникĕсене яваплă та пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Вăрмар районĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулĕнчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тата кăçалхи иккĕмĕш çур çуллăхăн тĕллевĕсемпе задачисене Энĕшпуçĕнчи Культура çуртĕнче пĕтĕмлетрĕç. Унта районти предприятисемпе организацисен руководителĕсем, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, медицина, культура ĕçченĕсем, вырăнти халăх активлă хутшăнчĕç. Тĕп докладпа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев тухса калаçрĕ. Вăл кăçал районта пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ, малашлăхри тĕллевсене палăртрĕ.
/Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче паллашма пулать/.
{gallery}albums/Ignatievs_visit{/gallery}
З.Е.Павлова.