e9320668 1ea7 404c 8826 66fd1f83aa0aАрапуç ялĕнчи культура çуртĕнче «кĕмĕл» волонтерсемпе «Эпир лармастпăр — эпир çыхатпăр» тĕлпулу иртрĕ. Аслă ăру çыннисем пĕрлехи ĕçе пурнăçлама станоксен умĕнче пухăнчĕç.

Çак тĕлпулу паллă çитĕнÿпе те тÿр килнĕ — волонтерсен юхăмне хутшăнакансем 413-мĕш маскировка сеткине çыхма пуçланă. Çак пысăк цифра тăрăшуллăн пурнăçламалли пĕрлехи ĕçпе çыхăннă. Маскировка сеткисене чунри чи ăшă туйăмсемпе тата кĕл туса çыхаççĕ. Маскировка сеткин уйрăмах паллă пайĕ — 90-мĕш псаломăн текстне çырнă хÿтĕлев лентисем. 90-мĕш псаломăн кашни йĕрки пирĕн салтаксене хÿтĕлекен щит вырăнĕнчех. Маскировка сеткисем пирĕн хÿтĕлевçĕсене тата техникăна тăшман куçĕнчен çирĕп сыхлаччăр тесе вĕсене СВО зонине ăсатаççĕ.

Сетка çыхакансем ялти культура çуртĕнче канмалли кунсемсĕр пуçне кашни кунах пухăнса ĕçлеççĕ. Ялта пурăнакан ытти çынсем те, енчен те вĕсен пушă вăхăт тупăнсан, ырă ĕçе хутшăнма пултараççĕ. Опытлă ал ĕç ăстисем маскировка сетки çыхма вырăнтах вĕрентме хатĕр. Çапла пулмасăр, çĕршывшăн çăмăл мар саманара кашни алă шутра.

Венера ИПАТЬЕВА, Арапуçĕнчи культура çурчĕн специалисчĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика