Алă вĕççĕн çыхнă кашни маскировка сетки ятарлă çар операцине хутшăнакан пирĕн хÿтĕлевçĕсен пурнăçне сыхласа, техникăна упраса хăварма пулăшать. Пĕрлехи Çĕнтерĕве хăйсен тÿпине хывас тĕллевпе çак кунсенче Энĕшпуç ялĕн активлă çыннисем тата çитĕнекен ăру вырăнти культура çуртĕнче пухăнчĕç. Кунта маскировка сеткисем çыхассипе мастер-класс иртрĕ. Чи кĕçĕннисенчен пуçласа аслă ÿсĕмрисем таран пурте ума лартнă тĕллеве пурнăçлассишĕн тăрăшрĕç.
Мастер-класа хутшăнакансем маскировка сеткине тĕрĕс çыхмалли тĕп мелсене тата схемăсене алла илчĕç, маскировка сеткисем дронсемшĕн паллă ан пулччăр тесе кашни сезонра, çулталăкăн кашни вăхăтĕнче вĕсене уйрăм тĕслĕ çыхмаллине пĕлчĕç, кашни тĕвве хăйсен чун ăшшине хыврĕç.
Пархатарлă ĕçе ачасем хастаррăн хутшăнни уйрăмах савăнтарать. Вĕсем хăйсен пĕчĕк аллисемпе ĕçлесе, вĕсен пулăшăвĕ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса аслисене маскировка сеткин никĕсĕ çине лентăсем çыхма пулăшрĕç.
Маскировка сетки çыхасси чăтăмлă пулма ыйтать, вăхăта тытать, анчах пурте пĕрле эпир — пысăк вăй. Ялта пурăнакансене, çавăн пекех пирĕн çамрăк пулăшуçăсене ырă кăмăлшăн, пулăшма хатĕрришĕн тавах. Кашни çын хывакан тÿпе пысăк пĕлтерĕшлĕ!
Çĕршыв йывăрлăхпа куçа-куçăн тĕл пулнă вăхăтра пурте пĕрле пĕр чăмăрта, пĕрлĕхре пулсан кăна тăшмана çĕнтерме пултаратпăр. Энĕшпуç волонтерĕсем маскировка сеткисем çыхни çĕнтерĕве тÿпе хывма пулăшасса шанатпăр.
Татьяна МИХАЙЛОВА,
Энĕшпуçĕнчи культура çурчĕн культорганизаторĕ
