«Яланлăхах Раççейпе»

ДНР, ЛНР, Запорожье тата Херсон облаçĕсем Раççейпе пĕрлешнĕ кун Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче «Яланлăхах Раççейпе» концерт иртнĕ. Пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ Ольга Петрова, культура министрĕн заместителĕ Георгий Богуславский саламланă, тăватă çул каялла миллион-миллион çын хăйсен çулне суйласа илнине — Раççейпе пĕрле пулма, тăван çемьене таврăнма йышăннине — палăртнă. Халĕ пурте пĕр йышра — халăхсен пĕрлĕхĕ çирĕп те хăватлă. Чăваш халăхĕ те çак çемьере — республика патшалăхăн çĕнĕ регионĕсене ура çине тăма пулăшать, Запоржьери Бердянск округне шефа илнĕ.

Тимлĕх

Чăваш Енри нумай ачаллă çемьесем 11 пин ытла ачашăн республика шкул тата спорт тумĕ туянма паракан тÿлеве илнĕ. Чăваш Енре нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесен шкула тата спорт занятийĕсене çÿремелли тумтир туянма тÿлев илмелли ирĕк пур. Кăçалхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак тÿлеве республикăри 5752 çемье илнĕ. 11023 ача валли пĕтĕмпе 167 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Пĕр ачашăн тÿлев виçи 15168 тенкĕпе танлашать. Республикăн кăçалхи бюджетĕнче çак пулăшу мерине тÿрре кăларма 175 миллион ытла тенкĕ пăхса хăварнă. Тÿлев илме ыйтса çырнă заявленисене Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ е МФЦ урлă октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен пама пулать.

Бюджет тупăшĕ 17,5 миллиард тенкĕлĕх пысăкланать

Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев ертсе пынипе иртнĕ черетсĕр ларура Министрсен Кабинечĕ республикăн кăçалхи бюджетне кĕртмелли тÿрлетÿсене ырланă. Тишкернĕ саккун проектĕнче республика бюджечĕн тупăшĕ 17,5 миллиард тенкĕлĕх «йывăрланассине» палăртнă — унăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 136,4 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Ку иртнĕ çулхинчен 15 процент пысăкрах. Аграрисем валли производствăна çĕнетме, техника туянма, çавăн пекех коммуналлă хуçалăха модернизацилеме, куçса çÿремелли блок-модуль котельнăйсем туянма та укçа пулать. Наци проекчĕсем валли уйăракан укçа та хушăннине кура унăн кăçалхи пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 24,5 миллиард тенке çитет — 2025 çулхинчен 1.8 процент пысăкрах. Муниципалитетсене кÿрекен пулăшу та «ÿт хушать» - 14,3 процент хăпарса 41 миллиард тенкĕрен иртет.

Çитес çул Республика кунĕ Елчĕк округĕнче иртĕ

Çитес çул, 2027 çулта, Республика кунĕ йăлана кĕнĕ тăрăх Шупашкар хулинче тата Елчĕк ра­йонĕнче иртĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн администрацийĕ Хушу проектне хатĕрленĕ.

Документра палăртнă тăрăх, муниципалитет пĕрлешĕвĕсен конкурсĕнче Республика кунне уявлама Шупашкарсăр пуçне Елчĕк округĕ тивĕçнĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене 2027 çулта Акатуй тата Сабантуй, йăлана кĕнĕ ытти мероприятие ирттерме сĕннĕ, Министрсен Кабинетне вара Елчĕк округĕнчи ялсенчи общество инфратытăмне аталантарма грант пама.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика