
Ашшĕн кунĕ ячĕпе Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Атте пултарать!» спортпа ăс-хакăл ăмăртăвĕсем иртрĕç. Шкулти спортзалта активлă ашшĕсемпе вĕсен хастар ачисем пухăнса чăн-чăн пĕрлĕх тĕслĕхне кăтартрĕç.
Мероприятин пĕрремĕш пайĕнче ăмăртăва хутшăнакансем спорт тĕрĕслевĕсенче хăйсем мĕн тери пултаруллă пулнине кăтартрĕç: чупса, скакалкăпа сиксе, пÿске тытса тата ытти енĕпе те тупăшрĕç.
Иккĕмĕш пайĕнче ача-пăча сăмахĕсен пĕлтерĕшне тĕшмĕртме вăхăт çитрĕ. Ашшĕсемпе ачасем «Пепке чĕлхипе» ятлă викторинăна хутшăнчĕç. Ашшĕсем пĕчĕк ачасем ку е вăл сăмаха мĕнле ăнланнине тĕшмĕртрĕç. Тĕслĕхрен, болт валли çаврака çĕлĕк /гайка\. Викторина хаваслă та интереслĕ пулчĕ — тепĕр чухне чи ансат япаласем те çав тери тĕлĕнмелле янăраççĕ, çавăнпа та лайăхрах шухăшлама тивет!
Кун пек тĕлпулусем — ахаль ăмăрту кăна мар. Çак мероприяти туслă пулма, çĕнтерÿсемшĕн савăнма, кулăшла самантсенчен кулма мĕн тери лайăх пулнине кăтартса пачĕ. Хутшăнакансене пурне те пысăк тав — эсир чăн-чăн чемпионсем!
Иван ГРАЧЕВ,
«Пĕрремĕшсен юхăмĕн» вырăнти уйрăмĕн руководителĕ
