
Шупашкар округĕнчи Ишлей салинчи «Унга» спорт шкулĕнче республика шайĕнчи «Ял грацийĕ» пĕрремĕш спартакиадăн финалĕ иртрĕ. Пысăк ăмăртусене Ял хĕрарăмĕн кунне халалласа йĕркеленĕ. Асăннă уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе кăçалтан паллă тума тытăннă.
Спартакиада икĕ эрнене тăсăлнă. Регионти 21 муниципалитетра пурăнакан 2700 ытла хĕрарăм спортри хăйсен пултарулăхне тĕрĕсленĕ, волейболла, шашкăлла выляса тата дартс енĕпе тупăшнă, Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçланă.
Спартакиадăн муниципалитетсенчи тапхăрĕнче палăрнисем финала хутшăнма тивĕçрĕç. Вĕсен умĕнче саламлă сăмахсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров, Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн председателĕ Наталья Николаева тухса калаçрĕç, чăваш хĕрарăмĕсем ĕçре те, спортра та ĕлкĕрсе пынине, çемье ăшшине те упранине, çавăнпа пысăк хисепе тивĕçнине палăртрĕç.
Вăрмар округĕн представителĕсем те Спартакиадăн финалне хутшăнчĕç. Командăна Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмар округĕнчи уйрăмĕн председателĕ Валентина Волкова ертсе пычĕ. Вăрмарсем ял хĕрарăмĕ пур енчен те хастар та пултаруллă пулнине хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕç. Волейболла выляса пирĕн «Урмарочка» команда 1-мĕш вырăна тухрĕ, шашкăлла выляса Марина Петрова 2-мĕш вырăн йышăнчĕ.
Спартакиадăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене ЧР Физкультурăпа спорт министерствин наградисемпе чысларĕç.
Ольга ФЕДОРОВА,
Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ
