Чăваш Енре çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă лару-тăрупа граждансен нумай ыйту сиксе тухнине кура республикăри çак чирпе кĕрешес тĕллевпе йĕркеленĕ Оперативлă штаб çумĕнчи ĕçлĕ ушкăн черетлĕ «тÿрĕ лини» ирттерчĕ. «Тÿрĕ линие» ĕçлĕ ушкăн руководителĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ А.Салаева, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ И.Моторин, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Степанов, ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ А.Елизарова, ЧР Пуçлăхĕн Патшалăх управленийĕн начальникĕ — администраци руководителĕн заместителĕ Л.Силова, ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Ю.Стройкова хутшăнчĕç. Пĕр сехет ытла пынă уçă калаçура Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисенче пурăнакансем хăйсен ыйтăвĕсемпе шăнкăравларĕç. Хăшĕ-пĕрисем ыйтусене çыру урлă малтанах хатĕрлесе хунă пулнă.
Алла Салаева çанталăк епле уяр пулин те 65 çултан аслă çынсене килтен тухмасăр пурăнмаллине, ачасемпе уçăлса тухса çÿреме юраманнине хытах асăрхаттарчĕ.
«РФ Президенчĕн В.Путинăн ятарлă килĕшĕвĕпе медицина ĕçченĕсене ĕç укçи ÿстерсе парасси Чăваш Енре ĕçлесе пурăнакан медиксене те пырса тивет-и?», - çакăн пек пулчĕ пĕрремĕш ыйту. Ăна ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Степанов хуравларĕ, Чăваш Енри медиксем те, коронавируспа чирлĕ çынсене сыватнă çĕрте ĕçлеççĕ пулсан, пысăк ĕç укçине тивĕçессине пĕлтерчĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчен çитнĕ шăнкăрав урлă районсенче çирĕп йĕркене пăхăнакансене тĕрĕслекен рейдсем хăçан иртессипе интересленчĕç. Хĕрлĕ Чутайĕнче çирĕп режима пăхăнмасăр урамра çынсем, çав шутра ачасемпе амăшĕсем те, йышлăн уçăлса çÿреççĕ иккен. Оперативлă штабăн ĕçлĕ ушкăнĕ район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе кашни ирхине он-лайн мелĕпе 7 сехет çурăра ирттерекен канашлура хăш районта рейд пулассине палăртаççĕ. Республикăра паянхи кун рейдсем ирттерекен 130 мобильлĕ ушкăн пур. Вĕсен йышĕнче ЧР Шалти ĕçсен министерствин, район администрацийĕсен представителĕсем. Мобильлĕ ушкăнсем муниципалитетсенче урамра çÿрекенсене тытса чарĕç. Çавăнпа та ĕçлекен граждансен çумра ăçта ĕçленине çирĕплетекен ятарлă справка пулмалла.
«Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче тата ытти ыйтусене те уçăмлатрĕç. Православи тĕнне ĕненекенсен чи пысăк уявĕ — Мăнкун çывхарса пынă май халăх нумай пуçтарăнакан вырăна — чиркĕве каймалла мар тесе пĕлтерчĕç. Чиркÿре иртекен службăна Чăваш наци телекуравĕпе пăхма пулĕ. Субботниксем, медицина тĕрĕслевĕсем ирттерессинчен, диспансеризаци тухассинчен тытăнса тăмалла.
«Тÿрĕ линие» йĕркелесе ирттерекенсем граждансене пĕр-пĕрне пулăшмалли çинчен, çирĕп йĕркене пурин те пăхăнмалли пирки каларĕç.
Э.МИХАЙЛОВА.