Муниципалитет службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Эсир территорисен социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗшӗн, хуласемпе ялсене тирпей-илем кӗртессишӗн, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗсен пӗр кӑлтӑксӑр та шанчӑклӑн ӗҫӗшӗн тата ытти чылай ӗҫ-хӗл енӗпе яваплӑ шутланатӑр.

Сирӗн тӳрӗ кӑмӑлӑрпа ӑсталӑхӑр, яваплӑхӑр, ҫынсемпе тимлӗ пулни, вӗсен ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса пама тата пуҫарӑвӗсене пур­нӑҫа кӗртме тӑрӑшни вырӑнта пурӑнакансен пурнӑҫ пахалӑхӗ ҫине ырӑ витӗм кӳреҫҫӗ.

Пӗтӗм вӑй-халӑра, пултарулӑхӑрпа опытӑра юратнӑ ӗҫе халлаланӑран ҫынсем сире хисеплеҫҫӗ тата шанаҫҫӗ, хӑйсем те общество пурнӑҫне хастартарах хутшӑнма тӗв тӑваҫҫӗ.

Сирӗнпе пӗрле эпир умри тӗллевсене ентешӗмӗрсен ырлӑхӗшӗн ӑнӑҫлӑн татса пама, Чӑваш Республикине пуянрах та илемлӗрех тума пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Пурсӑра та палӑртса хунӑ плансене туллин пурнӑҫлама, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, иксӗлми вӑй-хал, хастар кӑмӑл, ҫирӗп сывлӑх тата телей сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                Олег Николаев 

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика