Паян интернет-сериалăн пĕрремĕш сыпăкне кăтартма пуçлаççĕ. Халăх çыравĕн Раççей çыннисене кăмăла кайнă талисманĕ унта тĕп сăнар. ВиПиН чĕпĕ, тен, малашне тĕнчери кинофестивальсен Хĕрлĕ пусмисем тăрăх утĕ е тата чи лайăх вĕçенкайăк сăнарĕшĕн «Оскар» премие тивĕçĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн талисманне палăртакан конкурсра кăçал çуркунне çĕнтернĕ лара - тăра пĕлмен ВиПиН вĕçенкайăк чĕппи мультсериалăн тĕп сăнарĕ пулса тăнă. Ăна интернетра кăтартма тытăннă. «ВиПиН мыскарисем» илĕртÿллĕ фильм çитес çырав пирки çынсене кăсăклантарать.

Социаллă тытăмсенче анлă сарăлнă ВиПиН вĕçенкайăк чĕппин тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ уçăлса пырать. «Конкурс тапхăрĕнче ВиПиН çирĕп кастинг витĕр тухрĕ. Вăйлă конкурентсене хыçа хăварчĕ. Вăл йăрă, савăнăçлă, статистикăна, çырава питĕ юратать. Çамрăк пулин те сăнара питĕ лайăх уçса парать. Эпир кунашкал актерпа килĕштерсех ĕçлетпĕр», - палăртнă сериал ÿкерекенсем.

Çырав пĕлтерĕшне халăхра сарас тĕлĕшпе çакнашкал сериал ÿкерсе кăтартни Раççей историйĕнче ку таранччен пулман. «Темтепĕр сÿпĕлтетнине ан итлĕр – халăх çыравĕ, хардкор кăна»,- чĕвĕлтететет ВиПиН.

«ВиПиН мыскарисем» сериалăн пĕрремĕш кăларăмĕ çĕршывăн хальхи тапхăрти лару-тăрăвĕпе тачă çыхăннă. «Самоизоляция» ятпа тухнă вăл. Мини-сериал пилĕк серирен тăрать. Вĕсене Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн wwwĕstrana2020ĕru сайтĕнче тата çыравăн социаллă тытăмĕсенчи официаллă страницисенче пăхма пулать. Çĕнĕ серисем тухнă майĕн, куракансем «ВиПиН уçлăхĕн» нумай сăнарĕсемпе паллашĕç: тăванĕсемпе, юлташĕсемпе, кÿршисемпе. Халăх çыравĕ вăхăтĕнче тĕл пулакан самантсене выляса кăтартаççĕ вĕсем, çĕнĕ технологисемпе усă курса ирттернин пĕлтерĕшне ăнлантараççĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн тĕп тапхăрне 2020 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен ирттерме палăртнăччĕ. Çĕршывра эпидемиологи тĕлĕшĕнчен лару-тăру улшăннине пула Раççей статистики ăна килес çула куçарма сĕннĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ цифра технологийĕсемпе анлăн усă курса иртмелле. Тĕп çĕнĕлĕх — Раççейре пурăнакан кашни çын хăйĕн çинчен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче электронлă çырав листисене тултарма пултарать. Килсене тухса çÿрекенсем ятарлă программăллă планшетсемпе усă курĕç. Çавăн пекех, çырав участокĕсенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшусем паракан нумай функциллĕ центрсенче çырава хутшăнма май пулĕ.

«Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ - 2020» Медиаофис.

wwwĕstrana2020ĕru

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика