Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаевпа иртнĕ пресс-конференцие Раççейри, республикăри, районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен тĕп редакторсемпе журналистсем активлă хутшăнчĕç. Асăннă мероприятие регион Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан пулса ĕçленĕренпе 100 кун иртнине халалланă. Икĕ сехете яхăн тăсăлнă пресс-конференцире журналистсенчен ыйтусем чылай пулчĕç: коронавирус тапхăрĕнче вак тата вăтам бизнес йывăр аталаннă май, патшалăх енчен тĕрев парасси, çак вăхăтра республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика мĕнлерех аталанса пыни, коррупцие хирĕç кĕрешессипе мĕнлерех ĕçсем туса ирттерни, ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене çăмăллăхлă кредитсем парасси, ял ипотекин программи мĕнлерех аталанса пыни, çул-йĕрпе, пахалăхлă шывпа тивĕçтересси, патшалăх пулăшăвĕсем парасси тата ытти чылай ыйтусем пулчĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев кашни ыйтăва тĕплĕ хурав пачĕ. Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче.

З.ПАВЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика