Тин кăна çуркуннеччĕ, кĕр кунĕсем те ума çитсе тăчĕç. Çак вăхăтра çĕр ĕçченĕ ырми-канми тăрăшрĕ. Çавна май октябрĕн 19-мĕшĕнче районта Ял хуçалăхĕн тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне уявларĕç. Ял хуçалăх ĕçченĕсен праçникне Арапуçĕнчи культура çуртĕнче уявлани, район центрĕнчи культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем пынине пĕлменнисене, тĕлĕнтерчĕ те пулас. Вăл кăнтăрла иртсен икĕ сехетре пуçланчĕ.
Унччен малтан кунти фойере ял тăрăхĕсенче вăй хуракансен куравне йĕркелерĕç. Çĕр çинче çитĕнекен пур çимĕç те вырăн тупнă кунта. Мĕн кăна ăсталаман-ши? Курава курса çÿренĕ май хамăр тăрăхра та çакăн пек ăстасем пурри тĕлĕнтерчĕ те савăнтарчĕ...
Палăртнă вăхăт çитеспе культура çурчĕн залĕ халăхпа тулма тытăнчĕ. Залра çĕр ĕçченĕсене мухтакан юрă-кĕвĕ шăранчĕ. Кунта районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче вăй хуракансем, вĕсен продукцинчен тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлекенсемпе сутакансем тата ытти халăх пуçтарăнчĕ. Ытларах ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене курма кăсăклă пулчĕ. Вĕсем кураври пахча-çимĕçсене тĕплĕн пăхса çÿрерĕç. Пĕр-пĕринпе тăванла калаçрĕç. Маларахри çулсенче хăйсем еплерех ĕçленине аса илчĕç. Халĕ ял хуçалăхĕнче вăй хуракан çамрăк специалистсене çăмăлах мар ĕçре ăнăçу сунчĕç.
Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн заместителĕ С.Яхатин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн В.Ивановăн представителĕ А.Ананьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Ю.Зоринăн пирĕн районти пулăшуçи Ю.Иванов килнĕ. Вĕсем те ятарласа хатĕрленĕ куравпа паллашрĕç, ăстасене ĕçĕсемшĕн мухтарĕç, хăш-пĕр япалисене алла тытсах курчĕç.
Диктор уяв пуçланни çинчен пĕлтерсен пурте алă çупрĕç. Экран çинче районти çĕр ĕçченĕсем мĕн ĕçленин сăн ÿкерчĕкĕсем пĕрин хыççăн тепри туха-туха пычĕç. Арапуçĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Гармония» фольклор ушкăнĕ сцена çинчен халăха тыткăнларĕ.
Сăмах район администрацийĕн пуçлăхĕн заместительне – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникне Н.Николаева пачĕç. Вăл ял хуçалăхĕнчи кăçалхи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Тунă çитĕнÿсем пирки цифрăсене аса илсех каласа хăварчĕ. Палăрмаллах лайăх ĕçленисене ятран каласа мухтарĕ.
Малалла район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев тухса саламласа çапла каларĕ: «Çĕр ĕçченĕсене кăçал малтан çанталăкĕ те çирĕп тĕрĕслерĕ. Апла пулин те районти ял хуçалăх ĕçченĕсем алла усса лармарĕç, мĕн вăй çитнĕ таран кĕрхи пуянлăха сутмалăх та, упрамалăх та туса илчĕç. Çак кăтартусене пĕтĕмлетме яланах кăмăллă. Эсир хăвăр суйласа илнĕ профессине чун ыйтнă пек яваплăха туйса пурнăçланипе çитĕнÿсем пулсах пыраççĕ. Сире хресчен ĕçне чунтан парăннăшăн чĕререн тав тăватăп, сирĕн çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçу сунатăп», - терĕ Андрей Васильевич. Унтан ĕçре уйрăмах палăрнисене райадминистраци пуçлăхĕн Хисеп грамотисемпе хаклă парнисене пачĕ. Çавăн пекех уяв ячĕпе ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн заместителĕ С.Яхатин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн В. Ивановăн представителĕ А.Ананьев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Ю.Зоринăн пирĕн районти пулăшуçи Ю.Иванов Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç. Ĕçре ырми-канми тăрăшнисем Раççей Ял хуçалăх министерствин тата ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе Дипломĕсене тата Тав хучĕсене тивĕçрĕç.
Уяври хаваслă туйăма вырăнти артистсем хăйсен юрри-ташшисемпе татах та çĕклерĕç.
А.НИКОЛАЕВА.