ValeraÇулсерен октябрь уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче çĕршывра пурăнакансем Автомобиль транспорчĕн ĕçченĕн кунне, е урăхла каласан Автомобилист кунне, паллă тăваççĕ /кăçал октябрĕн 28-мĕшĕнче\. Хăйсен ĕçне руль умĕнче ларса пурнăçлакансем, автотранспорт сферинче вăй хуракансем, автомашинăпа кăсăкланакан, унпа чупма кăмăллакан ытти çынсем те çак уявра саламлă сăмахсем йышăнаççĕ.

Автомобильсен шучĕ çулсем çинче ÿссех пырать темелле. Çапла пулмасăр, автотранспорт çынсен пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине никам та хирĕçлеймĕ. Кустăрмаллă техника пире пĕр вырăнтан тепĕр вырăна кĕске вăхăтра çитме пулăшать, йывăр япаласене те кирлĕ çĕре илсе çитерме май парать. Камăн-камăн харпăр хăйĕн автомашина çук пулсан та çакă пысăк чăрмавах мар, ку енĕпе ятарлă ĕçлекенсем яланах пулăшу кÿме хатĕр. Пассажирсем автобуспа, таксипе, хуласенче троллейбуспа, трамвайпа усă курма пултараççĕ. Грузотакси пирки те манас мар.

Вăрмар районĕнче пурăнакансем район центрне, яла е хулана «Вăрмарти автотранспорт предприятийĕ» тулли мар яваплă общество автотранспорчĕпе çитме пултараççĕ. Кунта хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем — водительсем, кондукторсем, диспетчерсем тата ыттисем те — вăй хураççĕ. Предприятинче 2004 çултанпа автобус водителĕнче ĕçлекен Валерий Иванович Николаев /ÿкерчĕк çинче\ ĕмĕр тăршшĕпех руль умĕнче тени пĕрре те ÿстерсе калани пулмасть. Вăл 1958 çулта Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ, Вăрмарти ДОСААФ автошкулĕнче вĕренсе алла водитель удостоверенийĕ илнĕ те Вăрмар райповĕнче водительте ĕçлеме пуçланă. 1976-1978 çулсенче çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă хыççăн райпо тытăмĕнчех хăйĕн ĕçне малалла тăснă. 1981-1998 çулсенче Вăрмарти сельхозхими предприятийĕнче, унтан 2004 çулччен Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче вăй хунă. Пĕтĕм çĕртех — водительте. Малалла пурнăç сукмакĕ ăна Вăрмарти АТПна илсе çитерет те паянхи кунчченех кунта ĕçлет вăл.

Паллă ĕнтĕ, автобус водителĕн ыйхи кĕске. Пĕрремĕш рейс ирхине 5 сехет те 40 минутра пулсан унччен чылай маларах тăмалла, ĕç вырăнне, больницăна е урăх çĕре васкакан пассажирсене пĕр кăлтăксăр илсе çитермеллине асра тытса çул çине тухиччен автобуса тепĕр хут пăхса тĕрĕслемелле. Çумăр çăвать-и, юр-и, шăрăх-и е сивĕ — кунĕпе тенĕ пекех руль умĕнче, палăртнă маршрутпа калла-малла чупмалла. Юлашки рейс вара каçхине пилĕк сехет çурăра. Халăха илсе çÿрекен автотранспорт водителĕн питĕ асăрхануллă пулмаллине, илсе çÿрекен çынсемшĕн вăл яваплă пулнине манмасăр вăй хурать Валерий Иванович. Çавна кура предприяти руководстви те унăн тăрăшулăхне тивĕçлипе хаклать, район, республика шайĕнчи Хисеп хучĕсемпе пĕрре кăна мар наградăланă ăна, аварисемсĕр ĕçленĕшĕн кăкăр çине çакмалли 3 степеньлĕ паллăпа чысланă. Ĕçтешĕсем хушшинче те В.Николаев пысăк хисепре. Çапах та автобус водителĕн ĕçне чи тĕрĕс хаклакансем камсем-ха? Паллах, пассажирсем. Вĕсем те Валерий Ивановичăн, пысăк опытлă водителĕн, ырă кăмăлне, сисĕмлĕхне палăртаççĕ.

Ĕçри ăнăçу çывăх çынсем парнелекен хавхалануран, тĕреврен та сахал мар килет. Валерий Иванович çемьеллĕ çын. Мăшăрĕпе Галина Михайловнăпа икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ вĕсем. Сергейпе Владимир иккĕшĕ те Хусанти çар училищинчен вĕренсе тухнă, ура çинче çирĕп тăраççĕ. Халĕ Галина Михайловнăпа Валерий Иванович мăнуксемлĕ те пулнă ĕнтĕ.

Çитĕнÿ тăрăшсан кăна пулнине ачаранах ăнланса ÿснĕ В.Николаев. Пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех колхоз уй-хирĕсенче вăй хунă. Пурнăç тăршшĕпех ĕçченлĕхпе палăрса тăнă, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама хăнăхнă. Паянхи кунчченех çав çул-йĕртен пăрăнмасăр утăмлать. Хăйне панă «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята Валерий Иванович чăннипех те тивĕçлĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика