018Ноябрĕн 4-мĕшĕнче иртен пуçласах Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре патриотизмла юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Сăлтавĕ те пысăк — çак кун пĕтĕм Раççейĕпех, çав шутра вăрмарсем те, Халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă турĕç.

Уява çĕршыври паллă пулăмпа — 1612 çулта Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă халăх ополченийĕ Мускава Польша интервенчĕсенчен хăтарнипе тата Турамăшĕн Хусанти Турăшĕн кунĕпе çыхăнтарнă.

Кашни çулхи пекех Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа поселокри тĕп площадьре савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта Вăрмар район администрацийĕн, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн, районти тĕп библиотекăн, ытти организацисемпе учрежденисен ĕçченĕсем, районта пурăнакан халăх — чăн-чăн патриотсем — хутшăнчĕç. Пухăннисем хушшинче аслăраххисем те, çамрăксем те, ачасем те пулчĕç. Нумайăшĕн аллинче — Раççей ялавĕ.

Мероприятине районти культура аталанăвĕн центрĕн ĕçченĕ Т.Пичкова ертсе пычĕ. Уяв уçăлнине пĕл­терсе Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ О.Кошельков тухса калаçрĕ, пурне те çак паллă кун ячĕпе саламларĕ. Унтан Раççейĕн тата Чăваш Енĕн гимнĕсем янăрарĕç, вĕсене итлесе пурте хускалмасăр тăчĕç.

Малалла Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев сăмах илчĕ. Тăван çĕршывăмăрăн чи асап­лă кунĕсенче халăх пĕр тĕллевлĕ пулса пĕрлешни мĕнпур йывăрлăхсене çĕнтерме, çĕршыв тăнăçлăхне упраса хăварма пулăшнине палăртрĕ, пурне те сыв­лăхлă пулма, мирлĕ пурнăçпа, ырă курса кăна пурăнма сунчĕ.

Çавăн пекех саламлă сăмахпа райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ — строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Наталья Иванова, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Надежда Иванова тухса калаçрĕç. Уяв уйрăм çынсен пĕрлĕхне кăна мар, тĕрлĕ халăхсен туслăхне палăртнине каларĕç. Унăн пĕлтерĕшĕн тымарĕ тарăн пулнине, Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе тăнăçлăхĕшĕн тĕрлĕ ăру, тĕрлĕ халăх çыннисене, тĕрлĕ социаллă сийре пурăнакансене, тĕрлĕ тĕне тытса пыракансене, ахаль ĕçченсене те, çар çыннисене те çак уяв пĕр чăмăра пухнине палăртрĕç.

Мероприяти малалла районти творчество коллективĕсен концерчĕпе тăсăлчĕ. Вĕсем Тăван çĕршыва, тăван ен илемне мухтакан юрăсем шăрантарса пурин кăмăлне те çĕклерĕç, кашнин чунĕнчех патриотизм туйăмне хускатрĕç.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика