Çулталăк календарьне тишкернĕ май пирĕн пурнăç лăпкăлăхĕпе йĕркелехĕшĕн çине тăрса ĕçлекенсене чыслассипе çыхăннă уявсем теçеткене яхăн та пуçтарăнаççĕ. Тин кăна Шалти ĕçсен органĕсенче вăй хуракансем хăйсен професси уявне — Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсен кунне паллă турĕç. Халĕ, акă, ноябрĕн 17-мĕшĕнче полицире ĕçлекен участковăйсем хăйсен уявне — Участокри уполномоченнăйсен кунне паллă тăваççĕ.
Район çыннисем вĕсене сăнран палласа çитнĕ ĕнтĕ. Хăшĕсем чылай çул вăй хураççĕ, теприсем нумай пулмасть кăна ĕçлеме пуçланă. Кĕскен вĕсемпе хаçат вулаканĕсене паллаштарар-ха. Хальхи вăхăтра РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмра ĕçлекен участковăйсен начальникĕн тивĕçĕсене полици капитанĕ Леонид Семенович Фадеев участковăй йĕркелесе пырать. Хăй вăл Кивĕ Вăрмар, Кавал, Мăнçырма, Тикаш ял тăрăхĕсенчи, вăхăтлăха Вăрмар поселокĕнчи участковăй. Леонид Семенович Тăвай район çынни пулнă май ĕç биографине Тăвайĕнчи полици уйрăмĕнче пуçланă. 2011 çултанпа вара Вăрмар район территорийĕнчи ял тăрăхĕсене çирĕплетсе панă ăна. Ĕçленĕ вăхăтра Леонид Семенович РФ ШĔМĕн Хусанти юридици институтне заочно майпа вĕренсе пĕтернĕ. Леонид Семенович хăйне шанса панă тивĕçе тĕплĕ пурнăçлама тăрăшать, çынсем ăна шанаççĕ.
Александр Владимирович Герасимов полици капитанĕ Кĕтеснер, Арапуç, Шăхаль ял тăрăхĕсенче пурăнакансен йĕркеллĕ пурнăçĕшĕн яваплă темелле. Александр Владимировича район çыннисем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕ пек ас туса юлнă пулĕ, 2011-2017 çулсенче вăл шăпах районти ГИБДД сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. Халĕ вара иккĕмĕш çул участковăй. А.Герасимов та кулленех ĕçе Тăвай районĕнчен çÿрет.
Районта чи нумай çул ĕçлекен участковăйсем хушшинче Сергей Геннадьевич Васильева палăртмалла. Районти шалти ĕçсен пайĕнче вăл 2001 çултанпа ĕçлет. Малтанах районти шалти ĕçсен пайĕнче штабри инструктор, ун хыççăн шалти ĕçсен органĕсен начальникĕн кадрсем енĕпе ĕçлекен пулăшуçи пулса ĕçленĕ, 2008 çултанпа – участковăй. Сергей Геннадьевич Вăрмар хула тăрăхĕнче пурăнакансемпе ĕçлет. Полици майорĕ вăл. Шупашкарти коопераци институтĕнчен юриста вĕренсе тухнă. Сергей Геннадьевич пĕлтĕр «Халăх участковăйĕ – 2017» конкурса хутшăнса республикăри участковăйсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă пулнă. Çак ятпа ăна Антон ывăлĕ валли Анапăна 21 кунлăх канма каймалли путевка та панă пулнă иккен. Антон Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта 9-мĕш «в» кадет класĕнче вĕренет.
Çавăн пекех кăçалхи апрель уйăхĕнчен пуçласа районсем хушшинчи шалти ĕçсен пайĕнче участковăй пулса Леонид Леонидович Ярисов кĕçĕн лейтенант вăй хурать. Хăй вăл Куславкка тăрăхĕнчен пулин те пирĕн районта вырнаçнă полици уйрăмĕнче ĕçлет, Чулкас ялĕнче пурăнать. Районти Пысăк Енккасси, Энтрияль, Пинер, Кĕлкеш ял тăрăхĕсен участковăйĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.
Участковăйсен ĕçĕ çăмăл мар, çирĕплетсе панă ял тăрăхĕнчи лару-тăрупа паллашсах тăмалла, йĕркене пăснă тĕслĕхсене уçса палăртмалла, çынсемпе преступлени çулĕ çине тăрасран профилактика ĕçĕсем ирттерсех тăмалла. Участковăйсем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, ял старостисемпе çыхăну тытсах тăраççĕ, çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ, татса параççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕнче участковăйсем çитмеççĕ, пушă вакансисем пур.
Полицин участокри уполномоченнăйĕсене уяв ячĕпе саламлатпăр. Çăмăл мар ĕçре çитĕнÿсен çулĕпе пыма ăнăçу сунатпăр.
Э.МИХАЙЛОВА.