IMG 3315Кашни çулах ноябрь уйăхĕнче Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви республика шайĕнче волонтер-профориентаторсем хушшинче «Твой выбор профессии» акци ирттерет. Çак проект тĕллевĕ — пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсене професси тĕлĕшĕнчен суйлав тума пулăшасси.

Акцие йĕркелесе ирттерес ĕçе Чăваш Республикинчи Вĕрентÿ, Экономика аталанăвĕ, промышленноç тата суту-илÿ, Культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн, Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен, Ял хуçалăх, Строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр­пе коммуналлă хуçалăх министерствисене те явăçтарнă. Акци республикăри пур хуласемпе районсенче те иртет, çав шутра Вăрмар районĕнче те. Педагогсем, шкулти психологсем, профессилле вĕрентÿ учрежденийĕсен студенчĕсем, библиотека ĕçченĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен специалисчĕсем, журналистсем волонтер пулса çак мероприятине хутшăнаççĕ, шкул ачисене хăйсен профессийĕсемпе паллаштараççĕ, ĕç вырăнĕсенче ачасем валли экскурсисем йĕркелеççĕ. Пĕлтĕр акă çак акцине Вăрмар районĕнчи 13 шкул, 6 организаципе предприяти хутшăннă.

«Твой выбор профессии» акци шайĕнче районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн ĕçченĕ Э.Михайлова та Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсемпе /ÿкерчĕк çинче\ тĕлпулу ирттерчĕ, журналист профессийĕн вăрттăнлăхĕсемпе, хаçат еплерех калăпланса пичетленсе тухнипе паллаштарчĕ.

Журналист пулас тесессĕн ăçта вĕренмеллине, хăш предметсемпе экзамен тытмаллине ăн­лантарса пачĕ. Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче камсем ĕçлени çинчен те пĕлтерчĕ, ачасене шкул тематикине, хăйсен çитĕнĕвĕсене çутатакан материалсем çырса хаçат редакцийĕпе çыхăну тытса тăма сĕнчĕ. Район хаçачĕн ĕçченĕ вĕренекенсем хушшинче вĕсенчен журналист пулма пултарассине палăртакан хăйнеевĕрлĕ ыйтăм та ирттерчĕ.

Хальлĕхе вĕренекенсем хушшинче хăшĕсем ăçта вĕренме каяссине палăртма ĕлкĕрнĕ те, хăшĕсем иккĕленеççĕ, виççĕмĕшĕсем, тен, çак тĕлпулу хыççăн хăйсен пурнăçне журналистикăпа çыхăнтарĕç.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика