dr LH18WhpQНумаях пулмасть — Пĕтĕм Раççейри самбо кунĕнче — Шупашкарти олимп резервĕн 10-мĕш номерлĕ спорт шкулĕнче 13-14 çулхи яшсемпе хĕрсем хушшинче самбо енĕпе республика шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Ăна самбо кĕрешĕвне 80 çул çитнине халалланă. Палăртма кăмăллă, мероприятин торжествăлла пайĕнче пирĕн ентешĕмĕре — самбо спорчĕн тренерне Лев Кузьмич Уливанова «ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

Лев Кузьмичпа хаçат вулакансене паллаштарма кирлĕ мар, хăйĕн кун-çулне самбо кĕрешĕвĕпе çыхăнтарнăскерĕн ячĕ спорт сферинче курăмлă вырăн йышăнса тăрать.

СССР спорт мастерĕ вăл, пĕрре кăна мар çĕршыв, республика шайĕнчи ăмăртусен чемпионĕ пулса тăнă. Тренер ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсемпе чăннипех мăнаçланма пултарать — тăрăшулăхне кура ЧР спорт ветеранĕсен Канашĕн Грамотине, ЧР Физкультурăпа спорт министерствин Тав хутне, РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерствин Хисеп грамотине тата ытти нумай-нумай наградăна тивĕçнĕ.

Л.Уливанов Чулкас ялĕнче çуралса ÿснĕ, ялти шкулта 4 çул, Вăрмар шкулĕнче 6 çул вĕренсе вăтам пĕлÿ илнĕ. Спортпа, сывă пурнăç йĕркипе ачаранах туслă пулнă, футболла вылянă, йĕлтĕрпе чупнă, çăмăл атлетика та уншăн ют пулман. Самбо спорчĕпе те шкулта вĕреннĕ чухнех кăсăкланса кайнă, ун чухнех тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса çитĕнÿсем тума пуçланă.

Шкул пĕтернĕ хыççăн спортра палăрнă ачасем хушшинче Кăркăс ССРĕн тĕп хулине — Фрунзене тухса кайнă, «Алга» ирĕклĕ спорт обществинче самбо енĕпе хăйĕн ăсталăхне туптанă, тренер пулса ĕçлеме пуçланă. Çав вăхăталлах Алма-Ата хулинче çĕршыв умĕнчи тивĕçне те пурнăçланă. Тăтăшах ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. 1979 çулта самбо енĕпе СССР спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. 1980-1984 çулсенче Фрунзери физкультура инситутĕнче вĕреннĕ.

Чăваш Республикине таврăнсан дипломлă специалист хастаррăн ĕçе пикеннĕ, çитĕнсе пыракан ăрăва — чăваш çамрăкĕсене самбо спорчĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарма тытăннă, Çĕнĕ Шупашкарта, Шупашкарта ĕçленĕ, спорт секцийĕсене ертсе пынă. Темĕнле пулсан та тăван ен хăйĕн патнех илĕртнĕ Лев Кузьмича, Чулкаса таврăнсан çул çитмен ачасен «Юность» клубĕн руководителĕнче вăй хунă, пĕр вăхăт Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕнче тăрăшнă, Вăрмар район администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, 2001-2006 çулсенче Вăрмар район депутачĕсен Пухă­вĕн депутачĕ пулнă.

Халĕ Лев Кузьмич Шупашкарти олимп резервĕн 10-мĕш номерлĕ спорт шкулĕн тренерĕ, хамăр районта самбо секцине ертсе пырать. Шкул çулне çитнĕ 70-е яхăн ачана самбо кĕрешĕвне алла илме пулăшать. Хăйĕн воспитанникĕсемпе пĕрле эрнесерен канмалли кунсенче республика, çĕршыв шайĕнчи ăмăртусене тухса çÿрет, кашнинчех медальсемпе, грамотăсемпе таврăнаççĕ вĕсем. Информацин тĕрлĕ çăлкуçĕсем пирĕн район самбисчĕсен çитĕнĕвĕсене çутатсах тăраççĕ.

Лев Кузьмичăн воспитанникĕсенчен РФ Вĕренÿ министерствин ăмăртăвĕн, Пĕтĕм халăхсем хушшинчи «Победа» турнирăн Атăлçи Федераци округĕн ăмăртăвĕн çĕнтерÿçине, çав турнирăнах Волгоградра иртнĕ тапхăрĕн призерне Андрей Андреева, Раççей первенствин, çĕршыври шкул ачисен Спартакиадин призерне, Атăлçи Федераци округĕнчи ăмăртусенче пĕрре кăна мар çĕнтернĕ Наталья Агаповăна, Раççей первенствине хутшăннă, кăçал Атăлçи федераци округĕнче иртнĕ ăмăртăвăн çĕнтерÿçине Илья Алексеева палăртса хăвармалла. Ыттисем те пултарулăхĕпе палăрса юратнă тренерĕн талантне кашни ăмăртурах тÿрре кăлараççĕ. Эппин, çакăн çинче чарăнса тăмасăр Вăрмар район самбисчĕсем малалла та ăнăçу çул-йĕрĕпе хастаррăн утăмласа район чысне çÿллĕ шайра тытса пырасса шанас килет.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика