Вăрмар райповĕ район экономикинче курăмлă вырăн йышăнса тăрать, çынсене ĕç вырăнĕсем туса парать, халăха тĕрлĕ таварсемпе, пулăшусемпе тивĕçтерет. Районти кашни ялта тенĕ пекех Вăрмар райповĕн лавккисем ĕçлеççĕ. Аякри ялсенче пурăнакансем патне те автомашинăпа тавар çитереççĕ райпо ĕçченĕсем.
Вăрмар райповĕн Мăнçырма ялĕнче вырнаçнă, куллен кирлĕ таварсемпе, апат-çимĕç продукцийĕпе суту-илÿ тăвакан «Новинка» лавкка, ятне кура мар, нумай çул ĕçлет. Чăн та, лавкки пысăках мар, анчах та, «пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă» тенĕ пек, кашниех чун мĕн ыйтнине туянма пултарать кунта — сентресем тĕрлĕ таварпа лăк тулли. Япала сутнипе пĕрлех «Новинка» лавккара çулталăк тăршшĕпех халăхран сĕт те пуçтараççĕ.
Лавккана кĕрсе тăрсанах кунта тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланни куçкĕрет. Уйрăмах халĕ, Çĕнĕ çул умĕн, лавккана йăлтăрккасемпе илемлетнĕ хыççăн, «Новинкăра» тата хăтлăрах, мĕн кирлине суйласа сентресем умĕпе васкамасăр утас кăмăл çуралать.
Кулленхи пурнăçра кирлĕ таварсем хăйсем уйрăм кĕтесре. Кил-çурт тасалăхĕшĕн тăрăшакансем кунта йăлара усă куракан хими продукцийĕ, шкул ачисем канцеляри таварĕ туянма, хăнана, уява васкакансем парне суйлама пултараççĕ, юратнă ачисене савăнтарас текенсем валли теттесем пур. Пĕтĕмпех каласа та пĕтереймĕн.
Апат-çимĕç продукцийĕ пирки калас пулсан пĕлетпĕр ĕнтĕ — райпон кирек хăш лавккинчи пекех «Новинкăра» та ытларах хамăр районта, республикăра туса кăларакан продукципе суту-илÿ тăваççĕ. Мĕн кăна çук кунта: «Общепитăн» çăнăхран тунă продукцийĕ, çурма фабрикатсем, Вăрмарти çăкăр завочĕ туса кăларакан çăкăр-кулач таврашĕ, пылак изделисем, лимонадсем, тăварланă пулă, консервланă продукци, сĕт-турăх, сыр-кăлпасси, канфет-печени... Сентресем çинчи таварсен ассортименчĕ çĕнелсех пырать — çапла лавкка хăйĕн ятне тÿрре кăларать тесен те йăнăш пулмасть.
Лавккан çÿлерех асăннă паха енĕсене шута илсе «Новинкăран» çын самантлăха та татăлмасть. Кунта тăрăшакан ырă кăмăллă та ĕçчен сутуçăсем вара туянакансене яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ, сĕнÿ-канаш парса япала суйлама пулăшаççĕ, енчен те кирлĕ таварĕ çук пулсан саккас йышăнса юлаççĕ. Виççĕн вăй хураççĕ вĕсем лавккара — Марина Ивановна Гурьева заведующи тата Татьяна Николаевна Ахвандеровăпа Юлия Анатольевна Егорова сутуçăсем. Хăйсене шанса панă тивĕçĕсене яваплăн пурнăçлама хăнăхнăскерсем, лавкка ĕçне пĕлсе, тÿрĕ кăмăлпа йĕркелесе тытса пыраççĕ. Сентресем пушанса пынăçем таварне саккас тăваççĕ, лавккара таса пултăр тесе тăрăшаççĕ, пĕр-пĕрне яланах пулăшса, туслăн ĕçлеççĕ. Туянакансем те вĕсен тараватлăхĕпе кăмăллă.
Вăрмар райповĕнчи яваплă çынсем лавкка коллективĕ пултарулăхпа, хастарлăхпа палăрса тăнине, ĕç планне кашнинчех тултарса пынине, районти лавккасем хушшинче «Новинка» яланах малтисен ретĕнче пулнине каларĕç. Ахальтен мар наградисем те сахал мар «Новинка» ĕçченĕсен — уйрăмшарăн, ятран та чысланă вĕсене, коллектив ĕçне палăртса панă дипломсем те чылай. Паллах, вĕсен ĕçне хаклани Марина Ивановнăна, Татьяна Николаевнăна, Юлия Анатольевнăна малалла та ăнăçлăн ĕçлесе пыма вăй кÿрет. Çавăнпа вĕсем нихăçан та ÿркенсе лармаççĕ, пысăк хавхаланупа тăрăшса ума лартнă тĕллевсене пурнăçласа пыраççĕ.
И.ДАНИЛОВА.