enikПысăк Енккассинчи культура çурчĕ çумĕнчи «Еник» /ÿкерчĕк çинче/ фольклор ушкăнне йĕркеленĕренпе 15 çул çитнĕ ятпа ялта пултарулăх каçĕ иртрĕ. Коллектива чи пĕрремĕш кунтанах Алевтина Александровна Яковлева ертсе пырать. «Еник» республика, район шайĕнче иртекен чылай фестиваль-конкурссене активлă хутшăнать. Районти пĕр уяв та унсăр иртмест темелле. Çак коллективăн чи асра юлнă страницисене хаçат вулаканĕсем валли уçар-ха.

2012 çулта «Еник» ушкăн респуб­ликăри «Иксĕлми çăлкуçсем» пĕрремĕш радиоконкурс дипломанчĕ пулса тăнă. 2012, 2013, 2014, 2015 çулсенче — районти художествăлла пултарулăх ушкăнĕсем хушшинчи «Чи лайăх фольклор ушкăнĕ» номинаци çĕнтерÿçи. 2014 çулта юрлассипе пысăк ăсталăх кăтартнăшăн, наци культурине тата халăхсем хушшинчи туслăха пропагандăланăшăн Пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявĕн Дипломне тивĕçнĕ. Çав çулах Мускав хулинче иртнĕ Пĕтĕм чă­вашсен «Акатуй-2014» наци уявĕнче пысăк ăсталăхпа тата активлăхпа палăрнă.

2016 çулта халăхăн художест­вăлла пултарулăхне аталантарассипе активлă ĕçленĕшĕн, ăсталăх кăтартнăшăн «Еник» ансамбле «Чăваш Республикин халăх художествăлла пултарулăх ушкăнĕ» хисеплĕ ят панă. Çавăн пекех республикăри «Туслăх кăшăлĕ» фольк­лор фестивалĕнче пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. 2018 çулта «Еник» районти художествăлла пултарулăх коллективĕсем хушшинче «Чи лайăх фольклор коллективĕ» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Кăçал çулла иртнĕ Пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявĕнче те вăл Диплома тивĕçнĕ.

Уяв ячĕпе Вăрмар район администрацийĕн культура секторĕн заведующийĕ В.Васильев «Еник» членĕсене ыррине сунса саламларĕ, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев ячĕпе пурне те тав сăмахĕсем каларĕ, Тав çырăвĕсем пачĕ. Вăл «Трактор тăвакансен культура çурчĕ» халăх пултарулăхĕн республикăри центрĕ» АУ директорĕ С.Кузнецов ятĕн­чен те, Вăрмар районĕнчи культура аталанăвĕн центрĕн коллективĕнчен те чылай саламлă сăмахсем каларĕ.

Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Александрова та культура, халăх йăли-йĕркисене аталантарассине пысăк тÿпе хывнăшăн «Еник» халăх ушкăнне 15 çул тултарнă ятпа саламларĕ, ял тăрăхĕн ячĕпе Тав çырăвĕ, парне пачĕ. «Ениксене» юбилей ячĕпе саламла­ма Арапуçĕнчи культура çурчĕн директорĕ Марина Кузьмина та килсе çитнĕ. Пысăкенккассисем уçă саслă юрăçа çав тери ăшшăн та ырă кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Кÿршĕсенчен вара Шутнерпуçĕнчен Илья Ефремов культура ĕçченĕ, Урнар ялĕнчен «Сарнар» халăх ушкăнĕ килсе çитнĕ.

Уяв концертĕнче районти ялсенче тĕрлĕ çулсенче çырса пухнă юрăсене шăрантарнă. Юбилей каçĕ çав тери савăнăçлă та кăмăллă ирт­рĕ.

Н.ГАВРИЛОВ,

Пысăк Енккассинчи культура çурчĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика