IMG 3773Декабрĕн 26-мĕшĕнче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çур çулта иртекен лотерея вылявĕ иртрĕ.

Район хыпарçине çи­тес çулхи пĕрремĕш çур çу­ла çырăнса илекенсем квитанцисене яланхиллех йышлăн иле-ил­е килчĕç. Паллах, пурне те тĕп парне — бензопила кирлĕ. Лотерея вылявĕ иртессине хаçат çырăнса илекенĕсем чăтăмсăррăн кĕтрĕç, кашниех хăйсен ячĕпе çырнă çĕнтерÿллĕ квитанцине туртса кăларассишĕн ĕмĕтленчĕ. Пурте эпир Çĕнĕ çул умĕн асамлăха ĕненетпĕр вĕт, лайăххине кĕтетпĕр. Редакци те çакăн пек вăйă ирттерсе Çĕнĕ çул умĕн район çыннисен кăмăл-туйăмне хăпартать темелле. Палăртнă кун 10 сехет тĕлне район çыннисем чылайăн пухăнчĕç. Вĕсем хушшинче ытларах пенси ÿсĕмĕнчисем. «Хĕрлĕ ялав» ха­çатăн тĕп редакторĕ З.Павлова лотерея вылявне хутшăнма килнĕ ра­йон хыпарçин тусĕсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ, малалла та «Хĕрлĕ ялавпа» тачă çыхăну тытма çирĕп сывлăх сунчĕ. Тĕп парнесемсĕр пуçне ытти 200 яхăн парне пулчĕ. Лотерея вылявĕ еплерех иртнине курма килнисем хушшинче те выляса илекенсем пулчĕç. Кăçалхи вылява хутшăнакансене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлама Хĕл Мучипе Юр Пике те килчĕç. «Хĕрлĕ ялав» хаçат ĕçченĕсем — пай редакторĕ И.Данилова Юр Пике, Ю.Казанов водитель Хĕл Мучи пулса уява хăйне майлă савăнăç кĕртрĕç. Пысăк курупкаран квитанци туртса кăларакансене Хĕл Мучипе Юр Пике канфетсемпе сăйларĕç. Парне хыççăн парне, квитанци хыççăн квитанци — вăхăт сисĕнмесĕрех иртрĕ. Тĕп пар­не кама лекессине палăртмалли вăхăт та çитрĕ. Бензопила хуçине палăртакан квитанцие Кĕтеснер ялĕнчи О.Пегеев туртса кăларчĕ. Юлашки самантченех хаклă парне кама тивĕçесси никама та паллă мар, кĕтменлĕх пулчĕ темелле. Тĕп пар­не — бензопила вара Мăнçырма ялĕнчи Юрий Николаевич Лукина /ÿкерчĕк çинче\ тивĕçрĕ. Хăй лотерея вылявне килмен пулин те, редакцине килнĕ мăнçырмасем тÿрех Юрий Николаевичăн мăшăрĕпе Альбина Николаевнăпа çыхăнмалли май тупрĕç, савăнăçлă хыпара пĕлтерчĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ — телейлĕ квитанци хуçи Юрий Николаевич çĕнсе илнĕ парнене илме редакцине килсе те çитрĕ. «Редакцине хаçат çырăннине ĕнентерекен хута пама кĕрсен квитанцисемпе тултарнă пысăк курупкана курсан çĕнтерсе илессе шанмасăрах тухса кайрăм. Çавăнпа та тĕп парне çĕнсе илнине пĕлсенех тÿрех ĕненмерĕм те. Çĕнĕ çул умĕн, паллах, пысăк парне пулчĕ ку пирĕн çемьешĕн. Район хаçатне кашни çул пĕр сиктермесĕр çырăнса илетпĕр эпир», — каласа пачĕ савăнăçлăн Ю.Лукин.

Юрий Николаевич малтанхи çулсенче «Мусирминский» хуçалăхра водитель пулса вăй хунă, совхоз саланнă хыççăн Мускава ĕçлеме çÿреме пуçланă. Халĕ вара вăхăтлăха ĕçсĕр, килте ĕçлесе пурăнать, выльăх-чĕрлĕх тытать. Альбина Николаевнăпа иккĕшĕ вĕсем виçĕ ача çуратса çитĕнтернĕ, пĕр ывăлĕпе икĕ хĕрĕ тăван килтен тухса кайнă ĕнтĕ. Хăйсен пурнăçĕпе пурăнаççĕ, ашшĕпе амăшне икĕ мăнукпа савăнтараççĕ.

Э.МИХАЙЛОВА.

«Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ лотерея вылявне ирттерсе яма пулăшу панăшăн çак спонсорсене - уйрăм çын предпринимательсене тав тăвать: А.Сергеев, В.Александрова, А.Анилин, Н.Хованская, Е.Платонова, Т.Семенова, Т.Денисова /Молостовкина/, А.Иванов, Л.Ефимова, В.Николаев, В.Павлов, Н.Иванов, А.Михайлов, И.Федоров, А.Александров; Н.Ильин, Ю.Егоров.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика