Январĕн 12-мĕшĕнче Раççей прокуратури йĕркеленнĕренпе 297 çул çитрĕ. Çак куна РФ Президенчĕн «Раççей Федерацийĕнче Прокуратура ĕçченĕн кунне çирĕплетесси çинчен» калакан 1995 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн паллă тума йышăннă.
Прокуратура органĕсен, çав шутра пирĕн районти прокуратурăн та тĕп тивĕçĕ - çыннăн тата гражданинăн прависене, ирĕкне, çавăн пекех обществăпа патшалăхăн интересĕсене саккунпа сыхлассине хÿтĕлесси, право хуралĕн органĕсен преступление хирĕç кĕрешессине координацилесе тăрасси. РФ Генеральнăй прокуратурин тата ЧР прокуратурин директивлă докуменчĕсемпе килĕшÿллĕн район прокуратури 2018 çулта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, ĕç укçине тÿлемелли, ĕç сыхлавне, çутçанталăк ресурсĕсемпе усă курмалли сферăсенчи граждансен прависене, предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕнчи субъектсен прависене хÿтĕлесси, право хуралĕн органĕсем коррупцие тата ĕç вырăнĕсемпе усă курса экономикăлла преступлени тăвассине хирĕç кĕрешес ĕçе вăйлатса пырасси çине ытларах тимлĕх уйăрнă. Иртнĕ 2018 çулта эпир право сыхлавĕн тата контрольлекен, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе районти организацисен ĕçне тĕрĕсленĕ.
Эпир хамăрăн профессиллĕ уява яланах иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнипе кĕтсе илетпĕр. 2018 çулта район прокуратури саккуна пăснă 956 тĕслĕхе тупса палăртнă. Вĕсене пĕтерес тĕллевпе 273 право акчĕ пирки хирĕçлев, суда 659 пин тенкĕлĕх 227 заявлени панă, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен руководителĕсен ячĕпе 362 представлени тăратнă. Вĕсене пăхса тухнă хыççăн 342 çынна дисциплинарлă, должноçри 78 çынна административлă явап тыттарнă. Тĕрĕслев итогĕсем тăрăх 4 çын ячĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Иртнĕ çулталăкра Вăрмар район сучĕпе миравай судьясем пĕтĕмпе 87 уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Пур уголовлă ĕçре те прокуратура ĕçченĕсем патшалăх айăплавĕпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех прокуратура ĕçченĕсем суд пăхса тухнă гражданла тата административлă 247 ĕçе хутшăннă.
«Ĕçе кадрсем татса параççĕ», - тенĕ пек пирĕн çитĕнÿ те хăйсен ĕçне чунтан парăннă, яваплăха туйса пурнăçлакан прокуратура ĕçченĕсем нумай тăрăшнинчен килет. Акă, сăмахран, район прокурорĕн заместителĕ Ю.Казаков, район прокурорĕн аслă пулăшуçи Ю.Никифоров, кунти специалист А.Максимова тата Д.Никулин водитель нумай вăй хураççĕ. 2018 çулхи кăтартусенче кунта маларахри уйăхсенче вăй хунă район прокурорĕн Е.Красновăн /2018 çулхи август уйăхĕнчен вăл Вăрнар район прокурорĕ\ тата район прокурорĕн заместителĕн Г.Демьяновăн /2018 çулхи май уйăхĕнчен тивĕçлĕ канура\, район прокурорĕн пулăшуçин А.Сорокинăн /август уйăхĕнчен Вăрнар район прокурорĕн пулăшуçи\ тÿпи питĕ пысăк.
РФ Прокуратура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе район прокуратурин ĕçченĕсене, çавăн пекех Раççей прокуратура органĕсен ветеранĕсене Раççей прокуратури йĕркеленнĕренпе 297 çул çитнĕ ятпа ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу, ĕçре çитĕнÿ çемьере тăнăçлăх сунатăп.
Д.АЛЕКСАНДРОВ,
Вăрмар район прокурорĕ, юстици советникĕ.