PetrovaМăнçырма ялĕ пĕчĕкех мар пулнă май лавкки те темиçе кунта. Акă, Вăрмар райповĕн хăйĕн икĕ лавкка. Пĕри, «Хĕрлĕ ялав» хаçата вулакансем маларахри номертен пĕлме пултарнă ĕнтĕ, Ключевая урамри «Новинка», тепĕр лавкки вара Николаев урамĕнче вырнаçнă. Шăпах çакăнта вăй хуракан Елена Петровна Павлова /сăнÿкерчĕк çинче/ пирки пирĕн паянхи сăмахăмăр.

Елена Петровнăна пĕлекенсем пур­те унăн ĕçченлĕхне, тăрăшулăх­не палăртаççĕ. Çапла пулмасăр, Еле­на, çемьере виçĕ ачаран чи асли, мĕн пĕчĕкрен яваплăх мĕн­не туй­са çитĕннĕ, амăшĕпе ашшĕн — Ираида Николаевнăпа Петр Иванович Ильинсен — шанчăклă пулăшуçи пулнă.

Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ­с­кер, Елена Петровна вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче вĕренсе бухгалтер-эко­номист специальноçне алла илнĕ. Малтанах Вăрмар поселокĕнче апат-çимĕç лавккинче, уйрăм çын предприниматель патĕнче, виçĕ çу­ла яхăн вăй хурса опыт пухнă. 2013 çул­танпа вара райпо тытăмĕнче, Вăр­мар райповĕн Мăнçырма ялĕнчи лавккинче сутуçăра тăрăшма пуçланă.

Елена Петровна тата лавкка заведующийĕ Елена Николаевна Антонова туслăн, пĕр тĕллевлĕн ĕç­леççĕ. Туянакансене тараватлăн йы­шăнаççĕ, тавар пĕтсе пынăçем мĕн кирлине саккас тăваççĕ, лавккари тирпейлĕх те вĕсем çинче. Пĕтĕмлетсе каласан, хăйсене шанса панă ĕçсене тÿрĕ кăмăлпа, ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнса пурнăçлаççĕ. Çавăнпа мăнçырмасем тĕрлĕ япала туянма хаваспах кĕрсе тухаççĕ райпо лавккине.

Палăртса хăварас килет, куллен кирлĕ таварсем, апат-çимĕç продукцийĕ туянас текенсем райпо лавккинче хăйсене мĕн кирлĕ — çавна пĕтĕмпех тупма пултараççĕ. Савăт-сапа, йăлара усă куракан хими продукцийĕ, канцеляри таварĕсем, текстиль — темĕн те пур кунта. Апат-çимĕç продукци­йĕ те сент­ресем çинче тулли. Тĕр­лĕ акци вăхăтĕнче хăш-пĕр тавара йÿнĕрех хакпа туянма пулать. Елена Петровна пĕлтернĕ тăрăх, çынсем Вăрмарти çăкăр завочĕ туса кăларакан çăкăр-кулач таврашне, тĕрлĕ кĕрпе, улма-çырла, пахчаçимĕç, сĕт-турăх туянаççĕ. Ытти продукци те туххăмрах сутăнса пĕ­тет. Урăхла пулма та пултараймасть, мĕншĕн тесен райпо лавккисенче халăх ыйтнине туллин тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕн ĕмĕртен паха таварпа, ытларах хамăр тăрăхра, районта, республикăра туса кăларнипе, суту-илÿ тăваççĕ.

Елена Петровна патнех таврăнар-ха. Туянакансемпе пĕр чĕлхе тупса, яланах кăмăллăн калаçать вăл, кирлĕ тавар суйлама пулăшать. Сăмаха май, унăн амăшĕ те, Ираида Николаевна, хăй вăхăтĕнче райпо тытăмĕнче тăрăшнă, апла Елена Петровнăшăн ырă тĕс­лĕх куç умĕнчех. Ĕçри ăнăçу вара çемьери килĕшÿрен те сахал мар килет. Çапла Елена Петровнăна та çывăх çыннисен тĕрекĕ тăрăшса ĕçлеме хавхалану парнелет. Мăшăрĕпе Владислав Юрьевичпа виçĕ ача çитĕнтереççĕ вĕсем. Лиана 4-мĕш класра вĕренет, Максим 1-мĕшĕнче, Милена вара ача садне çÿрет.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика