IMG 4027

Январĕн 15-мĕшĕнче РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн 2018 çулхи оперативлă служба ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетессипе канашлу иртрĕ.

Канашлăва Чăваш Респуб­ликин­чи Шалти ĕçсен министерствин Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн начальникĕн заместителĕ, полици полковникĕ Г.Чурбанов, «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ Ю.Михеев, Тă­вай ра­йон администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ва­нерке, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Н.Павлов, Вăрмар ра­йон прокурорĕ Д.Александров, Тă­вай ра­йон прокурорĕн заместителĕ С.Улисов, муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕ çумĕн­чи шалти ĕçсен органĕсен ветера­нĕсен Канашĕн председателĕ Ю.Пет­ров, полици сотрудникĕсем хутшăнчĕç. Яланхиллех кÿршĕллĕ икĕ районти лару-тăрăва тишкернĕ çĕре Тă­вай, Вăрмар районĕсенчи полици сотрудникĕсем пуçтарăнчĕç. Кирлĕ самантсене çырса пыма алăра кашнин ручкăпа хут лис­ти е блокнот. Канашлу пуçланас умĕн вĕсем хăйсем хушшинче ĕçпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Лару лайăх пулăмран пуçланчĕ. ЧР Шалти ĕçсен органĕсен тата шалти çарсен ветеранĕсен Канашĕн председателĕн заместителĕ Л.Егоров РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнчи полицин учас­токри уполномоченнăйне, полици капитанне Леонид Семенович Фа­де­ева Серафим Степанович Савин милици капитанĕ ячĕллĕ премийĕн çĕнтерÿçи пулнă ятпа саламла­рĕ. Çак премине ЧР Шалти ĕçсен орга­нĕсен ветеранĕсен Канашĕ 28 çул пĕр улшăнмасăр Улатăрти шалти ĕçсен пайĕнче участковăй пулса тăрăшнă Серафим Степанович Савин милици капитанне халалласа пуçарса янă. Премине кашни çул оперативлă службăри тĕллевсене ăнăçлă тата кăтартуллă пурнăçлакан, хăйсен пархатарлă ĕçĕпе тĕс­лĕх кăтартакан сотрудниксене параççĕ. Л.Фаде­ева салам­ласа çĕн­те­рÿçĕ дип­лом­не тата электроинструмент па­чĕç /ÿкерчĕк çинче/.

Савăнăçлă самант хыççăн уйрăм начальникĕ Ю.Михеев 2018 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Докладри паллăрах даннăйсемпе вулакансене паллаштаратпăр.

2018 çулта регистрациленĕ преступленисем 231-рен 211 таранччен чакнă. Преступленисене пĕтĕмĕшле уçса палăртасси 84,8 процентран 86,2 процента çитнĕ. 211 преступлени тунăшăн 156 çынна уго­ловлă явап тыттарнă. Административлă право йĕркине пăсакансен йышĕ те 1457-рен 1319 таранч­чен чакнă.

Профилактика ĕçĕсем ирттерни тĕрлĕ преступленисен шутне чакарма май панă. Уйрăмах йывăр 1 преступлени кăна регистрациленĕ /2017 çулта – 7\, вăтам йывăрăш преступленисем 2017 çулта 60 пулнă пулсан, 2018 çулта — 41, ют пурлăха çаратасси 65-рен 37 таранччен чакнă.

Иртнĕ çулхи 12 уйăх кăтартăвĕ­сем тăрăх çул-йĕр çинче 1 çын пурнăçĕ татăлнă /2017 çулта – 3/. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ енĕпе административлă право йĕркине пăснипе 3332 пулăм тупса палăртнă. Эрех-сăра ĕçсе автомашина рулĕ умне ларнă 115 водителе тытса чарнă /2017 çулта – 118/.

2018 çулта урамсенче тата обществăлла вырăнсенче пулнă прес­тупленисен йышĕ 23-рен 44 таранч­чен ÿснĕ. Хальчченхи пекех преступлени тума хĕтĕртекенни ытларах чухне — эрех ĕçни. Усал шĕвек ĕçсе 103 преступлени тунă. Г.Чурбанов килте сăмакун юхтарса унпа сутă тăвакансемпе, çавăн пекех урамсенче, обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çынсене тытса чарассипе активлăрах ĕçлемеллине палăртнă. «Эрех ĕçнĕ çынсем преступлени объекчĕсем пулса тăраççĕ. Вĕсене урамра, обществăлла вырăнсенче çÿреме ирĕк памалла мар», – терĕ вăл.

Наркотиксен тата психотроплă япаласен çаврăнăшĕпе кĕрешесси — шалти ĕçсен органĕсен тĕп енĕсенчен пĕри. 2018 çулта наркотикпе çыхăннă 2 преступлени тупса палăртнă, 159 грамм мăкăнь улăмне тытса илнĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕнче кадрсем çитменни хăш-пĕр енĕпе ура хурса пырать.

Э.Михайлова.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика