IMG 9914

2019 çула РФ Президенчĕн В.Путинăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Театр çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. «Культура министерстви умне гастроль ĕçне анлăлатма, хамăр республикăри кашни хулапа районта, кашни пысăк тата пĕчĕк салапа ялта спектакльсем кăтартассине йĕркелеме тĕллев лартатăп. Театр çулталăкĕ чăн-чăн культура марафонне пуçарса ямалла! Кашни çынах çÿллĕ шайри театр искусствипе киленме, ырă туйăмсемпе савăнма пултартăр», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев кăçал Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Кăçалхи Театр çулталăкĕн тĕп тĕллевĕ — театрсенчи чи лайăх йăласене упраса хăварса аталантарасси, искусствăн çак енĕпе çынсене ытларах кăсăк­лантарасси. Театр çулталăкĕпе çыхăннă мероприятисем кăçал Раççейĕн пур регионĕсенче те иртеççĕ.

«Театр — тĕлĕнмелле асамлă тĕнче» — çак ятпа Вăрмар районĕнче те Театр çулталăкĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Мероприятие сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Вĕсен шутĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадрсен енĕпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, РСФСР халăх артисчĕ Н.Яковлева, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш патшалăх пуканесен театрĕн художествăлла руководителĕ, «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» обществăлла организаци Канашĕн Президенчĕ Ю.Филиппов, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, писатель, драматург, журналист О.Туркай пулчĕç. Мероприяти тулли те пуян пулчĕ. Вăрмарти халăх театрĕн (ертсе пыраканĕ С.Павлова), Пысăк Енккассинчи (ертсе пыраканĕ Н.Гаврилов) тата Кавалти (ертсе пыраканĕ Г. Иванова) драма коллективĕсем шÿтлĕ сценкăсем кăтартса халăха чылайч­чен савăнтарчĕç.

Ю.Филиппов «Çăлтăрлă ĕмĕт» концерт номерĕпе, çавăн пекех Эрик-Эмманюэль Шмитт пьесин пĕр па­йĕ­пе — «Турă патне çырнă 14 çыру» — паллаштарчĕ.

Шÿтлĕ сценкăсем хушшинче «Степ», «Малышок», «Зажигай» ташă ушкăнĕсем, В.Быковпа С.Павлова, хĕрарăмсен «Селяночка» вокал ушкăнĕ, районти ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн «Маска» театрĕнче вылякан ачасем уява савăнăç кÿчĕç. Мероприятири кашни кăтарту тыткăна илчĕ, залра ларакансем артистсем çине пĕр куç илмесĕр пăхрĕç, вĕсем сывлакан сывлăшпа «сывларĕç».

 

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика