IMG 4206

Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çыннăн 2018 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа хытă каяша вырнаçтарнăшăн 74 тенкĕ те 44 пус, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вара 75 тенкĕ те 70 пус тÿлемелле. Ку хак пуриншĕн те пĕр тан. Хăшĕ-пĕрисем тÿлев квитаницйĕсем килсенех часрах тÿлеме васкарĕç, теприсем чылайччен хирĕçлерĕç, патне çитсен çав-çавах та парăма татма вас­карĕç, виççĕмĕшсем паян кун та тÿлемен-ха...

Çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕрен çынсене тĕрлĕ-тĕрлĕ ыйту канăçсăрлантарать. Ку е вăл ыйтăва уçăмлатас тĕл­левпе февралĕн 7-мĕшĕнче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче 10 сехет­рен пуçласа 12 сехет таранччен йăлари хытă каяш çаврăнăшĕпе çыхăннă ыйтусемпе «тÿрĕ лини» иртрĕ. Редакци тĕпелĕнче 2 сехет ытла хĕрÿ калаçу пычĕ. Телефон умлă-хыçлă шăнкăртатсах тăчĕ. Çынсен ыйтăвĕ­сем çине район прокурорĕн аслă пулăшуçи Ю.Никифоров, райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - строи­тельствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Иванова, «МВК «Экоцентр» тулли мар яваплă обществăн Вăрмар, Тă­вай, Куславкка районĕсенчи представителĕ Д.Иванов, Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Анд­реев хуравларĕç /ÿкерчĕк çинче/. Шăнкăравлакансене чылайăшне пĕр пек ыйтусем канăçсăрлантараççĕ. Мĕншĕн-ха ялта тата хулара пурăнакансен йăлари хытă каяшсемшĕн пĕр тан тÿлемелле? Укçине тÿлеттереççĕ, анчах та хытă каяша пăрахмалли контейнерсем çывăхра çук е вĕсене пачах та лартман-ха. Тÿлемелли квитанцисене пĕр çын ячĕпех икĕ адреспа ярса параççĕ, хăшĕсем патне пачах та квитанци килмен тата ытти те.

Телефон урлă мар, яваплă çынсемпе куçа-куçăн курса калаçас текенсем редакцине килме те ÿркенмерĕç.

Акă Çитмĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан ти­вĕçлĕ канури Алевтина Анатольевна Анилина хытă каяш питĕ сахал пухăннине ĕнентерме тăрăшрĕ, çавна май хуларисемпе танлаштарсан тарифа пĕчĕклетме çук-ши тесе ыйтрĕ. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усранă май, нумай ăпăр-тапăра килтех вырнаçтарса пырать вăл. Выльăх апачĕ пĕçернĕ чухне чылай япалана çунтарать, çĕрекеннисене тислĕк валли пуçтарать. А.Анилина ыйтăвĕ нумай çынна канăçсăрлантарать. Çавна кура ĕнтĕ ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев яваплă çынсене çитес вăхăтра хытă каяшсемшĕн тÿлемелли тарифсене çĕнĕрен пăхса тухма хушнă. Ял халăхĕн сахалрах тÿлемелле пулассине пурте чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Ял халăхĕ хуларисемпе танлаштарсан перекетлĕрех пурăнать пулин те, пур япалана та çунтарма юрамасть. Целлофан хутаçсем, пластик савăт-сапа çунтарсан йÿçек шăршă атмосферăра пуçтарăнать, этем организмне сиен кÿрет.

Нумай çул районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕнче вăй хунă Николай Васильевич Васильевăн çемйи ячĕпе икĕ адреспа тÿлев квитанцийĕсем килнĕ. Урнар ял старости Николай Ефимович Никифоров та чылай ыйтупа килчĕ редакцине.

Акă Аслă Чак ял тăрăхĕнче пурăнакансем вĕсем патĕнче хытă каяш пуçтармалли контейнерсем çуккине пĕлтерчĕç. Хула, ял тăрăхĕсенчен хытă каяша вăхăтра илсе тухассишĕн «МВК «Экоцентрăн» районти уйрăмĕ яваплă пулсан, контейнерсем вырнаçтарса лартасси вара хула, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем çинче. Райадминистрацин пай пуçлăхĕ Наталья Геннадьевна каланă тăрăх, кăçал Аслă Чак ял тăрăхĕнче 15, çав шутра Аслă Чакра 5 контейнер вырăнĕсем туса хума палăртнă. Аслă Чакра кăна мар, районти пур ял тăрăхĕнче те. 2019 çулта пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса ял тăрăхĕсенче контейнерсем выр­наçтарса лартма 16 проект хатĕрленĕ. Ку хутĕнче халăхран укçа-тенкĕ пуçтармаççĕ, тĕрлĕ шайри бюджетри укçа-тенкĕпе усă курĕç. Хальлĕхе вара михĕсем çине тултарса пуçтарма тивет.

Кашни ял тăрăхĕнчен ăпăр-тапăра çирĕплетнĕ графикпе тиесе тухаççĕ. Хытă каяшсен калăпăшĕ графикпе палăртнинчен нумайланса кайрĕ пулсан «мусоровозсем» маларах та килсе тиесе каяççĕ.

Пĕр килте йышлăн пурăнакансемшĕн уйăхсерен пысăк сумма пуç­тарăнать, çемье бюджетне палăрмаллах витĕм кÿрет. Сахал тупăшлă çемьесене çак енĕпе компенсаци тÿлеме республика бюджетĕнче укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Компенсаци илме районти халăха социаллă пулăшу паракан уйрăма кайса кирлĕ хутсем тăратмалла. Çавăн пекех Вăрмар поселокĕнчен, Шăхаль, Çитмĕш, Кĕлкеш тата ытти ялсенчен пулчĕç шăнкăравсем.

«Тÿрĕ линие» хутшăнакансем ял пурнăçĕпе çыхăннă тата ытти тĕрлĕ ыйтусене те хускатрĕç, вĕсене çÿлерех шая çитермеллине каларĕç.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика