«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» вун-вун çул хушши ĕнтĕ йĕлтĕр спортне кăмăллакансене пĕр чăмăра пухать. Асăннă мероприятин пĕлтерĕшĕ пирĕн çĕршывăн спорт пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнса тăрать. 1982 çултанпа иртекен хĕллехи спорт уявне хутшăнас текенсен йышĕ те çулсерен ÿссе пырать.
Çĕршывăн кашни кĕтесĕнче иртнĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2019» Пĕтĕм Раççейри массăллă XXXVII-мĕш спорт ăмăртăвĕ иртнĕ канмалли кунсенче Чăваш Республикинче, çав шутра Вăрмар районĕнче те тĕп пулăм пулса тăчĕ.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн регионта кăçал 65 пин ытла çын йĕлтĕрпе чупма кăмăл тунă. Тĕп хуламăрта ăмăртусем аэропорт территорийĕнче иртнĕ. Мероприятин савăнăçлă пайне ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Л.Черкесов, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ М.Богаратов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Е.Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ А.Ладыков, фристайл енĕпе РФ спорт мастерĕ, ăмăртусен тĕп судйи Л.Прусакова уçнă. Пухăннисене саламланă май республика Пуçлăхĕ пурне те спортпа туслă пулнăшăн тав тунă. «Эсир ырă ĕç тăватăр. Çулсерен çак ăмăртăва çемйĕрсемпе, ĕç коллективĕсемпе хутшăнса ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăратăр, сывă пурнăç йĕркине, хĕллехи спорт тĕсĕсене çынсем хушшинче саратăр», — тенĕ вăл. Михаил Васильевич пирĕн ентешĕмĕр А.Сидорова февралĕн 8-мĕшĕнче шăчăпа 4 метр та 91 сантиметр çÿллĕшне сиксе тĕнче шайĕнчи ăмăртура çĕнтернине пĕлтернĕ. Çак ырă хыпар спорт уявне хутшăнакансене савăнтарнă, финишалла ăнтăлма пысăк хавхалану кÿнĕ.
Вăрмар районĕнче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2019» Пĕтĕм Раççейри массăллă XXXVII-мĕш спорт ăмăртăвĕ кăçал Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану паркĕнче иртрĕ. Унта 1500-е яхăн çын хутшăнчĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса ăмăртас кăмăллă çынсем палăртнă вăхăтчен чылай маларах пухăнма пуçларĕç кунта. Вĕсем хушшинче çемйипех хутшăнакансем те, йĕлтĕрпе чупма тин кăна вĕреннĕ шăпăрлансем те, спорт ветеранĕсем те пулчĕç. Нумайăшĕшĕн сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси малти вырăнта тăрать, асăннă спорт уявне хутшăнасси вара ырă йăлана куçнă.
Мероприятине райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Ю.Ефимов ертсе пычĕ. Пухăннисене — йĕлтĕрçĕсемпе курма килнисене — район пуçлăхĕ, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Пуклаков, райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев, ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ О.Кошельков, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов саламларĕç, ăнăçлă стартпа çĕнтерÿллĕ финиш, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама лайăх кăмăл-туйăм сунчĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Ю.Зоринăн пулăшуçи Ю.Иванов Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта физкультура предметне вĕрентекен А.Ноздрина ЧР спорт ветеранĕсен Канашĕн грамотине пачĕ. Ăмăртусен тĕп судйи, райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ А.Краснов мероприятин программипе паллаштарчĕ.
Акă кĕтнĕ самант та çитрĕ, йĕлтĕрçĕсем старта тухрĕç. Чи малтан VIP-чупу пулчĕ. Унта райадминистрацин, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин пай пуçлăхĕсем, районти организацисемпе предприятисен, учрежденисен руководителĕсем ăмăртрĕç, 2019 метр чупрĕç. Вĕсем хыççăн ыттисем те çул ÿсĕмне кура черетпе — пĕчĕккисенчен пуçласа пысăккисем таран — йĕлтĕр трассине пăхăнтарса финишалла васкарĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене грамотăсемпе тата медальсемпе, парнесемпе чысларĕç. Çĕнтерÿ пьедесталĕ çине лекеймен спортсменсемпе спорт уявне хутшăннă ытти çынсем те пушă алăпа юлмарĕç. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул волонтерĕсем пурне те асăнмалăх сувенирсем парса тухрĕç, вĕри чейпе хăналарĕç.
Çапла «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2019» вăрмарсене савăнăçлă та çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, хаваслăхпа хавхалану парнелерĕ.
И.ДАНИЛОВА.