Февралĕн 15-мĕшĕнче районти культура аталанăвĕн центрĕнче районăн 2018 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсене, 2019 çулхи задачисене палăртас тĕлĕшпе анлă канашлу иртрĕ. Мероприятине ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Борисович Моторин хутшăнчĕ.
Культура аталанăвĕн центрĕнче фойере Иван Борисовича тата ытти яваплă çынсене — ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместительне В.Максимова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Ю.Зорина, район пуçлăхне М.Пуклакова, райадминистраци пуçлăхне А.Васильева — районти ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн «Маска» театрĕнче вылякан ачасем кĕтсе илчĕç. 2019 çула Раççейре Театр çулталăкĕ тесе палăртнăран фойере çак темăпа выставка йĕркеленĕ. Çавăн пекех сумлă хăнасем пĕчĕк сценкăсем курчĕç, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул кадечĕсен, районти ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕсен пултарулăхĕпе паллашрĕç. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен обществин, «Овас» çĕвĕ фабрикин, «Светлана», «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «Общепит», «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăсен, «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществин продукцийĕсемпе кăсăкланчĕç.
Мероприятине хутшăнакансем залра йышлăн пухăннă. Вĕсем хушшинче район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсен депутачĕсен Пухăвĕсен председателĕсем, район прокурорĕн заместителĕ Ю.Казаков, федераллă тата республикăри службăсен территорири подразделенисен, организацисемпе предприятисен, вĕрентÿ учрежденийĕсен руководителĕсем, культура ĕçченĕсем, уйрăм çын предпринимательсем, районта пурăнакан ытти çынсем те пулчĕç.
Канашлăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин уçрĕ. Район çыннисем умĕнче тĕп докладпа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев тухса калаçрĕ. Отрасльсен аталанăвĕ, районта пурнăçланакан инвестициллĕ проектсем çинчен тĕплĕн те уççăн каласа пачĕ. Вăрмар районĕнче пĕтĕм республикăри пекех 2015 çултанпа «Вместе жить — вместе строить» халăх программи пурнăçланать. Унăн никĕсĕнче — экономика секторне пулăшу кÿресси, промышленноçа, строительствăна, агропромышленность комплексне аталантарасси, продовольстви хăрушсăрлăхне тивĕçтересси, социаллă сферăна çĕнетесси, çул-йĕр пахалăхне лайăхлатасси, пурăнмалли çурт-йĕр территорийĕсене хăтлăх кĕртесси. ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев республикăна аталану çулĕпе илсе пынипе тата программăсене пурнăçлас тĕлĕшпе пурте пĕрле тăрăшса ĕçленипе районта курăмлă результатсем пулнине палăртрĕ Андрей Васильевич. Вăл калаçнăçем пухăннисем пысăк экран çинче видеопрезентаци курса район аталанăвĕн тĕп саманчĕсене цифрăсем урлă пĕлме пултарчĕç.
ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов бюджет ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăчĕ, райадминистраци ĕçĕ-хĕлĕ районта пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерессипе тÿрремĕнех çыхăннине палăртрĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин та сăмах илчĕ. Малашне пирĕн районта та скандинави утти енĕпе тренер пулассине каларĕ. Ку вăл райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ А.Краснов пулнине пĕлтерчĕ, çакна çирĕплетсе Александр Валерьевича ятарлă удостоверени пачĕ. Малалла чыслав церемонийĕ пуçланчĕ. Сывлăх сыхлавĕн сферинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн районти тĕп больницăн поликлиника заведующине Н.Эсенкулова «ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят илнине çирĕплетекен свидетельство пачĕç /сăнÿкерчĕк çинче/. Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул вĕрентекенĕ З.Петрова ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп хутне тивĕçрĕ. Район çыннисем — Г.Александровăпа П.Павлов — «ЧР ĕç ветеранĕ» ят илнине çирĕплетекен удостоверенисем илчĕç. ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсене — Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Д.Антоновăна, В.Васильевăна, Е.Красновăна, О.Назаровăна, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта ăс пухакан А.Ивановăна, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Н.Григорьевăна, Аслă Чакри тĕп шкул вĕрентекенне Л.Степановăна — ятарлă свидетельствăсемпе чысларĕç.
И.ДАНИЛОВА.