115

Çитĕнсе пыракан ăрăва çÿллĕ шайри пĕлÿпе тата тĕрĕс воспитанипе тивĕçтересси, ачасене ăс-хакăл енчен аталантарасси, вĕсен патриотизм туйăмне ÿстересси, сывлăхне çирĕплетесси, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма лайăх старт парасси – кашни вĕрентÿ учрежденийĕн тĕп тĕллевĕ. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та çак тĕллеве мала хурса вăй хураççĕ.

Шкул çулсерен республика, çĕршыв шайĕнче чи лайăххисен, чи ăнăçлă ĕçлесе пыраканнисен шутне кĕни те кунта вĕрентĕвĕн стандарчĕсене çирĕп пăхăннине çирĕплетет. Вĕрентÿ организацийĕн ĕç кăтартăвĕсем, кунта тăрăшакан талантлă вĕрентекенсен çитĕнĕвĕсем, шкул ачисен тĕрлĕ шайри олимпиадăсенчи çĕнтерĕвĕсем шкулăн пĕтĕмĕшле ĕçне тĕрĕс йĕр­келенипе çыхăннă.

Пултаруллă ачасемпе ĕçлекен система та Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вăйлă аталаннă. Кунта ăс пухакан ачасен вĕренÿри, спортри, пултарулăхри çитĕнĕвĕ­сем пирки пурте аван пĕлеççĕ. Акă, иртнĕ эрнекун, районăн 2018 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ кун, пĕтĕм халăх умĕнче савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсене чысларĕç.

Пултаруллă çамрăксем хушшинче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем те — Евгения Краснова, Дарья Антонова, Валерия Васильева, Ольга Назарова пулчĕç.

Вĕсем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн И.Моторинăн аллинчен ятарлă свидетельст­вă­сем илме тивĕçрĕç /ÿкер­­чĕк çинче/.

Хастар хĕрсемпе кĕскен паллашар-ха. Тен, кулленхи пурнăçĕ вĕсен кашнин тĕрлĕрен, шухăш-кăмăлĕ те расна пулĕ, çакна пĕлместпĕр, çапах та паллă, вĕренÿре те, спортра та, ытти сферăсенче те малта пулма хăнăхнă вĕсем, мĕнпур йывăрлăхсене çĕнтерсе тарăн пĕлÿ илме, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма ăнтăлаççĕ, вĕренÿре лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыраççĕ, шкулăн обществăлла пурнăçĕнче активлăхпа палăрса тăраççĕ.

9в класра вĕренекен Евгения Краснова «Степ» ташă студине, «Çутçанталăка тĕпчекенсем» кружока çÿрет, волейболпа туслă, шывра ишессипе маттур. Дарья Антонова 11а класра ăс пухать, волейбол, баскетбол секци­йĕсене, «АЛЕКС» çарпа патриотизм кружокне çÿрет. 11в класри Валерия Васильева «Степ» ташă студинче ташлать, илемлĕ юрлать, ют чĕлхесемпе кăсăкланать. 10в класра вĕренекен Ольга Назарова та пур енĕпе те маттур, «Вăрман робинзонĕсем» экологи кружокĕн активлă членĕ.

Тăваттăшĕ те пĕрре кăна мар район, республика, çĕршыв шайĕнчи олимпиадăсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем пулса тăнă, тĕрлĕ конференцисене, интернет-конкурссене хутшăнаççĕ, спорт ăмăртăвĕсенче лайăх енчен палăраççĕ, вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн çулсерен мухтав грамотисем илеççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Паллах, ашшĕ-амăшĕсен, вĕ­рентекенĕсен тÿпи те пысăк кунта. Вĕсем пулăшса, çул кăтартса пынипе ĕнтĕ хĕрсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиаткисем пулса тăнă. Нумай та вăхăт иртмĕ, шкул алăкĕсене юлашки хут уçса хупĕç те пурнăçăн анлă çулĕ çине тухĕç вĕсем. Тăван шкулта илнĕ пĕлÿпе воспитани вара хĕрсене мĕнпур тĕллевсене пурнăçлама хавхалану кÿрсе пырĕç.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика