ivanМарт уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республикăра ирттернĕ «Хĕрарăм – ертÿçĕ» конкурс çĕнтерÿçисене ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа пĕрле саламланă.

Конкурса пĕтĕмпе 37 хĕра­рăм-ертÿçĕ хутшăннă. Вĕсем сыв­лăх сыхлавĕнче, культурăра, вĕ­рентÿре, ял хуçалăхĕнче, предприятисемпе организацисенче тă­рă­шакансем. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев хĕрарăмсенчен кашни хăйне евĕр пултаруллă та маттур тесе хакланă. Çирĕп конкурс витĕр тухса çĕнтерÿçĕ ятне илни – республика чысне çÿллĕрен те çÿле çĕклеме хă­ват кÿнине асăннă вăл. Паллă кун конкурс çĕнтерÿçисене дипломсем тата парнесем парса чысланă. Чи ăста ертÿçĕ ята А.Семенова çĕнсе илнĕ, вăл Шупашкарти «Çăлкуç» ача сачĕн ертÿçи пулса ĕçлет. «Чăваш Республикин Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ» обществăлла организацийĕн ертÿçи А.Федорова тата Ашшĕсен канашĕн председателĕ А.Мурыгин торжествăлла пулăмра пухăннă хăнасемпе çĕнтерÿçĕсене ăшшăн саламланă, ырлăх-сывлăх, малашне те пысăк çитĕнÿсемпе палăрма сĕннĕ.

Саламсем çумне ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ А.Егорова, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Н.Малов, Л.Черкесов хутшăннă.

Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн Ыркăмăллăх фончĕн Попечительсен канашĕн председателĕ Л.Игнатьева сусăр ачасене çитĕнтерекен амăшĕсене медицина сĕнекен ятарлă хатĕрсем туянма сертификат парса чысланă.

Уяв пысăк концертпа вĕçленнĕ. Каярах хĕрарăм-çĕнтерÿçĕсем Правительство çуртĕнче пулнă, республика Пуçлăхĕпе пĕрле уççăн калаçнă. Конкурса хутшăннисем хăйсене пысăка хурса хакланăшăн регион Пуçлăхне мухтаса тав тунă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче пирĕн ентешсем те пулчĕç. «Çулталăкри чи лайăх руководитель» номинацире Вăрмар поселокĕнчи «Родничок» ача сачĕн заведующийĕ Марина Иванченко, «Çемье ĕçĕ» номинацире Елена Бойкова уйрăм çын предприниматель çĕнтернĕ /ÿкерчĕк çинче/.

ЧР ПА пресс-служби.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика