Пурнăçри мĕнпур лайăххи этемлĕхĕн хÿхĕм пайĕпе — хĕрарăмсемпе çыхăннă. Кил-йышшăн тăрăшнипе пĕрлех вĕсем обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
РФ Президенчĕ В.Путин РФ Федераци Пухăвне тухнă çулленхи Çырăвĕпе паллаштарнă чухне: «Хамăр малашлăха эпир хамăрах туптатпăр. Пирĕн ача амăшĕсене пур енлĕн пулăшса пымалла...» - терĕ. Çакă вăл амăшлăха патшлăха ертсе пыракансем хисепленине пĕлтерет. Паянхи пурнăç таппипе пĕр шайра пырас тесен пĕр-пĕринпе килĕштерсе, тухăçлă ĕçлесе пымалла.
Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн районти хĕрарăмсен канашĕн ларăвĕ пулса иртрĕ. Ăна районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Волкова уçрĕ. «Çак кун çулталăкри ытти кунсенчен уйрăлса тăрать. Çак вăхăтра çутçанталăк чĕрĕлсе хĕл ыйхинчен вăранать, хĕрарăмсене вăй-хăват парнелет тейĕн. Вĕсем татах та çирĕпрех те пултаруллăрах пулнине ĕçпе çирĕплетсе параççĕ. Пирĕн районта та хастар хĕрарăмсем нумай», – терĕ Валентина Альбертовна. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев хутшăнса пуçтарăннă хĕрарăмсене уяв ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ: «Çитĕнекен ăрăва пăхса ÿстерес ĕçре ача амăшĕн пĕлтерĕшне хак пама та çук. Вăл хăйĕн пурнăçне ачисене халаллать. Пирĕн хĕрарăмсем малашлăха ырă шанчăклă пăхма пултарччăр тесе эпир малалла та мĕн кирлине йăлтах тума тăрăшăпăр», - терĕ Андрей Васильевич кашни хĕрарăма чечек çыххи парнеленĕ май.
Уява илем кÿрекенĕ, хăй çырса кĕвĕленĕ юрăсемпе хĕрарăмсене хавхалантараканĕ Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕрентекен А.Кузьмин пулчĕ. Хĕрарăмсем хăйсем те юрларĕç, сăвăсем те каларĕç, шÿтлерĕç. Хаваслă пулчĕ тĕлпулу.
А.НИКОЛАЕВА.